Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшра – çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ

18 февраля 2011 г.

Çак уйăхра Тăрмăшра “Наша школа” кĕнеке презентацийĕ пулчĕ. Унăн авторĕ – хăй вăхăтĕнче ялти шкулта учительте тата директорта, каярах партипе совет органĕсенче ĕçленĕ, район хаçачĕн редакторĕ, “Коммунизм ялавĕ” хаçатăн ответлă секретарĕ пулнă Николай Алексеевич Кадикин.
Н.А.Кадикин 1923 çулта Тăрмăшра çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. 1942 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Орджоникидзери тата Бакури çар училищисенче вĕреннĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 1943 çултан кĕнĕ, 259 уйрăм артдивизионăн взводне ертсе пынă. Демобилизаци хыççăн 1946–1947 çулсенче Тăвайри тата Тăрмăшри шкулсенче физкультурăпа истори вĕрентнĕ, пĕр вĕренÿ çулĕ ялти шкул директорĕ пулнă. 1948–1949 çулсенче Тăвай райĕçтăвкомĕн культурăпа çутĕç пайне ертсе пынă. Тĕрлĕ вăхăтра патшалăх хăрушсăрлăх министерствин органĕсенче, районти “Сталин ялавĕ” хаçат редакцийĕнче, парти райкомĕн секретарĕнче, “Социализм” колхоз председателĕнче, “Ял ĕçченĕ” хаçат редакторĕнче ĕçленĕ. 1968 çулта партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ялти шкулта истори, право, геогррафи вĕрентнĕ. Вăрçă çулĕсенчи “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медаль çумне мирлĕ вăхăтра “Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей тата “Ĕç ветеранĕ” медальсем хушăннă.
Тăван шкул историне тĕпчес ĕçе вăл сакăрвуннăмĕш çулсенче пенсие тухнă хыççăн тытăннă, архив материалĕсене тĕпченĕ, аслă ăру çыннисен, тĕрлĕ çулсенче ялти шкултан вĕренсе тухнă çынсен аса илĕвĕсене пуçтарнă. Сывлăхĕ япăхма тытăнсан та пуçăннă ĕçе пăрахман. Вăл çырнă ĕçĕн пĕр пайĕ 1984 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче, 1988 çулхи август тата 1995 çулхи май уйăхĕсенче тата каярах “Ял ĕçченĕ” хаçатра пичетленсе тухнă. Автор хăйĕн ĕçĕнче шкулăн 120 çулхи (1879–1999 ç.ç.) историне çутатса пама тăрăшнă. 2000 çулта Николай Алексеевич пурнăçран кайнă. Унăн хатĕр ал çырăвĕ, кăларма май пулманнипе, 10 çул килти архивра выртнă. Мăшăрĕ Раиса Васильевна Кадикина ирĕк панипе ялти шкулти В.Сидоров истори вĕрентекен Н.А.Кадикинăн тĕпчев ĕçĕ çумне “ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнчи вăтам шкул” çĕнĕ сыпăк хушса çырнă, вĕрентекенсен списокне, “Шкул медалисчĕсем” пая хушăмсем кĕртнĕ. Çапла вара шкулăн 130 çулхи историйĕ пулса тăнă.
Тăрмăшран пултаруллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри – Эдуард Сергеевич Ушаков Н.А.Кадикин çулĕпех утнă. Вăл 25 çул çар службинче тăнă, Вăрмар, Канаш районĕсенчи çар комиссариачĕсенче тăрăшнă, икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ шкулсенче истори, географи вĕрентнĕ. Тĕпчев ĕçĕнче вăй хурса 2008 çулта вăл “Тăрмăш ял историйĕ”, 2010 çулта, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа, “Астăвăм кĕнеки” кăларнă. Иккĕшĕ те пысăк тĕпчев ĕçĕ. Юлашки кĕнеки Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçа хутшăннă тăрмăшсем çинчен. Нумайăшĕнне сăн ÿкерчĕкĕсене те тупма пултарнă. Кĕнеке вĕçĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă ентешсем çинчен çырни те пур. Вĕсене сăн ÿкерчĕксемпех вырнаçтарнă.
Эдуард Сергеевич нумай тăрăшнипе çав çулах (2010) Н.А.Кадикинăн “Наша школа” кĕнеки те 150 экземпляр тиражпа çапăнса тухрĕ. Асăннă кĕнеке вĕрентекенсемшĕн, вĕренекенсемшĕн, ял-йышшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕпчев ĕçĕнче халăха вĕрентес ĕçĕн 130 çулхи историне пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕр çĕре пухнă. Вăл шкул пурнăçĕ кăна мар, çав шкулта вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсен пурнăçĕ те. Аса илÿсене упранса юлнă сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Шкула 1879 çултах уçнă пулин те пилĕк çуллăха унăн йĕрĕ çухалать, çавăнпа та ăна 1884 çулта тепĕр хут уçаççĕ. 1917 çулта шкул тĕпĕ-йĕрĕпе çунса каять. И.П. Разин учитель ачасене 2 вĕренÿ çулĕ хăй килĕнче вĕрентет. 1934 çулта ялта 7, 1960 çулта 8 класс вĕренмелли, 1966 çулта вăтам шкулсем уçăлаççĕ.
Хальхипе маларахрине танлаштарсан, вĕрентÿ ĕçĕнче тĕлĕнмелли пулăмсем пайтах. Калăпăр, 8 çул вĕренмелли шкулта 500 ача вĕреннĕ (кашни класра 30–32 ача), халĕ çавăн пек пысăк ялти вăтам шкулта та 150 ача кăна. Ĕлĕк пурнăçĕ те йывăртарах, условисем те япăхрах пулнă. Халĕ яла асфальт çул кĕрет, классенче ирĕк, ăшă, çутă, компьютерсем пур. Ачасене вĕри апат çитереççĕ.
Кĕнеке авторне Н.А.Кадикина эпĕ лайăх пĕлнĕ. Унпа тачă çыхăну тытнă. Таблицăсем, вĕрентекенсен, директорсемпе çумĕсен списокĕсене тăваттăмăр, тишкереттĕмĕр. Шкултан медальпе вĕренсе тухнисене пурне те сăн ÿкерчĕкпе вырнаçтарнă кĕнекере. Шкулта пурĕ 286 учитель вĕрентнĕ. Тăрмăшран тухнă 172 вĕрентекен тĕрлĕ хуласемпе ялсенче вăй хунă.
Ялта вăтам шкул уçăлнăранпа унтан 1422 çамрăк вĕренсе тухнă, çав шутра 12 вĕренекен – ылтăн, 24 вĕренекен – кĕмĕл медальсемпе.
1984 çулта шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика