Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арсын пулас тесе теменле ыратава та тусме хатер

06 июня 2017 г.

Арсын пулас тесе теменле ыратава та тусме хатер

Ял-йыша хăйне «Николай Васильевич» тесе чĕнме ыйтать

 «Эпĕ — Çĕр çинчи чи телейсĕр çын», — терĕ çÿçне шакла кастарнăскер, арçын кĕпи-йĕмне тăхăннăскер. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацине хăйĕн ĕçĕпе килчĕ вăл. «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнма сĕнтĕм. Çемье çавăрман тăк «Паллашу кĕтесĕ» урлă хĕр-хĕрарăм тупма май пурри пирки те систертĕм. Хаçат çырăнма сăмахсăрах килĕшрĕ-ха вăл, анчах çумĕнче укçи çăкăр илмелĕх кăначчĕ. Çула май лавккана кĕрсе ашшĕ валли каснă батон туянма палăртнă, урăх йышшине çимест-мĕн. Специалистсенчен пĕри ăна «Надежда Васильевна» тесе чĕнчĕ. Администрацие килнĕ тепĕр çын: «Николай Васильевич, кунта мĕн туса ларатăн? — тесен шалт аптăрарăм. Арçын-и е хĕрарăм-и ку? Е хушма ят пур унăн? Ялта çавнашкал вĕт: хăв та сисместĕн — урăх ят милĕк çулçи пек çат! çыпăçать. Çак çын çине пăхсан хĕрарăм тееймĕн: хул-çурăмĕпе те, тыткаларăшĕпе те арçын евĕр курăнать. Ял çыннисене вăл тахçанах хăйне «Николай Васильевич» тесе чĕнме ыйтнă пулин те эпир паспортра палăртнă пек «Надежда Васильевна» тейĕпĕр.

«Пуканесене чÿречерен вăркăнтараттăм»

Паспортра вăл — Надежда Козлова, раштав уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. 44 çултискер пĕрре те качча кайман. Кăн-кăвак куçлă, чипер сăн-питлĕ… Арçын пек чеен куç хĕсме вĕренсе çитнĕ тата! Вăл Кĕçĕн Таяпа ялĕнче ватă ашшĕне пăхса пурăнать. Килти мĕн пур ĕçе пĕчченех пурнăçлать: утă çулать, вутă çурать, пахча çимĕç ÿстерет, çурт-йĕр ан ишĕлтĕр тесе пăта çапсах тăрать. «Тĕп киле пăхса- çĕнетсех тăмалла, пурлăха упрамалла, анне çапла хушса хăварнă», — терĕ вăл. Ачаранпах алли-ури çыпăçуллă пулнăран ăста платник та вăл. Улатăр тăрăхĕнчи Кире поселокне вăрман касма та, Тутарстана ака-сухана та пĕрре мар кайнă. Çамрăк чухне лашапа çÿреме вĕреннĕ. Надьăшăн ăна кÿлесси пачах йывăр мар. Ял çыннисем каланă тăрăх, пÿрт-çуртне яланах типтерлĕ те таса тытать, пахчинче пĕр çум курăк та çук. Ÿркенменскер икĕ качака, картиш тулли чăх-чĕп усрать. Сĕтелĕ çинчен сĕт-турăх, хăйма-тăпăрчă нихăçан та татăлмасть. Хăяр-помидор, купăста калчине те хăех çитĕнтерет, чечек лартса ÿстерет. Надя хĕл валли варени-компот, салат хатĕрлеме те ăста. «Мĕн тери тирпейлĕ çын! Тумне кунне темиçе хут улăштарать, кĕпи-йĕмĕ яп-яка та тап-таса», — терĕç çынсем Надежда Васильевна пирки.

«Пĕчĕк чухне ытларах арçын ачасемпе выляттăм. Пуканесем кирлĕ марччĕ мана, вĕсене чÿречерен таçта çити вăркăнтараттăм. Хăма татăкĕсенчен трактор-машина ăсталаса хăйăр купи çинче кунĕпе кĕрлеттереттĕм. Шкула бантпа, çивĕтпе çÿресе курман эпĕ. Тен, пĕрремĕш класра чухне çÿçе хăюпа капăрлатнă пуль, ăна астумастăп. Анне кĕçĕн классенче хĕр ача тумĕпе çÿрететчĕ, каярахпа шăлавар çине куçрăм, çÿçе кĕске кастартăм. Хăш чухне шкула çитсен йăпăр-япăр кĕпене хывса арçын ача костюмне тăхăнаттăм. Пĕве кĕрсен «моднăй» майра пек юбка-кĕпепе, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа шаклаттарса çÿресе курман, çÿçе, чĕрнене ĕмĕрне те сăрламан. Духи-пудра таврашĕ туянса тăкакланман. Бигуди мĕн иккенне те пĕлместĕп. Тума Елчĕк пасарне кайса туянатăп. Шăлавар шучĕ çук: хулăнни, çÿхе пусмаран çĕлени, шурри, хури… Темĕн тĕсли те пур. Эпĕ шкулта сакăр класс таран кăна вĕреннĕ. Çамрăк чухне хĕрсене киле ăсататтăм, мотоциклпа ярăнтараттăм. Манăн салтака питĕ каяс килетчĕ. Шел, ĕмĕтĕм пурнăçланмарĕ, йышăнмарĕç», — ассăн сывларĕ Надежда Васильевна.

Шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслă пулнă Надя. Кĕрешме çÿренĕ, кире пуканĕ йăтнă, йĕлтĕрпе чупса ялан малти вырăнсене тивĕçнĕ. Пĕррехинче шкулти ăмăртура тавлашу сиксе тухнă. «Хĕр ача мар вăл, арçын ача. Хĕр ача ун пек хăвăрт чупаймасть», — тарăхнă финиша унран каярах çитнисем. Ара, Надя кашнинчех тантăшĕсене самай хыçа хăварнă-çке. Тавлашăва сирес тесе çын курман çĕре кайса хăй чăннипех те хĕр ача пулнине ĕнентерме тивнĕ.

«Каçарăр та, хам арçын марришĕнех этемлĕхĕн вăйлă çуррине чăтма пултараймастăп, манăн авланса арăмпа, ача-пăчапа савăнса пурăнас килет. Эх, çумра хĕрарăм пулсан-и? Манран телейлĕрех çын та пулмĕччĕ çак çĕр çинче. Савнă çынпа йăлтах урăхла-çке: çут тĕнче тата илемлĕрех, хĕвел те ăшăрах, ăмăр çанталăк та çутă пек туйăнать. Ку тарана çитсе пĕр арçын та кирлĕ пулман мана. Ĕненетĕр-и, çук-и — хĕрарăм пулса пурăнас килмест. Акă мĕн хытах вĕчĕрхентерет мана, чуна тулаштарать. Халь тесен халь Мускава кайса операци тутарма хатĕр — укçа-тенкĕ çук. Ăçтан пултăр ĕнтĕ вăл пирĕн, хура халăхăн? Кăткăс операци валли чылай «кĕмĕл» кирлĕ. Манăн вара, ялти çыннăн, кĕсье шăтăк. Хирург çĕççи айне выртасси пĕрре те шиклентермест, темĕнле тискер ыратăва та чăтса ирттерме хатĕр. Турри арçын вăй-халне çителĕклех панă-ха мана, алă-ура, хул-çурăм вĕсенни пекех, анчах хĕрарăм-çке эпĕ. Çакна чун-чĕре йышăнасшăн мар, ачаш та черчен хĕрарăма ытама илсе юратас килет. Телейсĕр эпĕ, çав тери телейсĕр… Çак çĕр çине нуша курма çуралнă-ши? Халĕ ватă атте юнашар хăть, кайран мĕн курмалла-ши? Пĕчченлĕх — ман валли мар», — куççульне тытса чараймарĕ Надежда Васильевна. Малалла вулас...

 

Елена МИШИНА.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика