Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча куллинчен илемлĕрех сасă çук

18 мая 2017 г.

Ача-пăча куллинчен илемлĕрех сасă çук

Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев çемьене чи хаклă тупра евĕр упрама халалласа хăварнă. Унăн пилне чылайăшĕ чыслăн пурнăçласа пыни савăнтарать. Чăн та, туслă та телейлĕ çемьерен хаклăраххи мĕн пултăр! Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Сергейпа Татьяна Муллинсем икĕ ывăлĕпе пĕчĕк хĕрне тĕрĕс-тĕкел, çĕршыва юрăхлă çын çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ.

«Ку каччăпа калаçма юрать»

Сергейпа Татьяна пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Каччă хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕнрех, пукане пек чипер пике хитре утса иртнине кашнинчех ытараймасăр пăхса юлнă. Пĕр каçхине клубра иккĕшĕ вальс çаврăннă. Юратупа хĕмленнĕ йĕкĕт хитре пике çинчен куç илеймен. Çав каç ăна киле ăсатнă. Хапха умĕнче çăлтăрсем шутланă вăхăтра та сăмаха çилпе вĕçтерсе калаçман пурнăç çинчен шухăшлакан яш. «Апла ку каччăпа калаçма юрать», — ăшĕнче вăрттăн шухăшланă хĕр. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн Сергей пикене мăшăрĕ пулма ыйтнă. «Пĕр-пĕрне чунран савса пĕрлешрĕмĕр», — çирĕппĕн каларĕç Сергей тата Таня Муллинсем. Çак асамлă туйăма арăмĕпе упăшки ĕмĕр тăршшĕпех упрама ĕмĕтленеççĕ. Ывăл-хĕр çитĕнтернĕ чухне пĕр алăра — вут, тепринче шыв пулнине аван пĕлет çамрăк мăшăр.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика