07 марта 2013 г.
Юлашки вăхăтра вĕрентекенсем талантлă ачасемпе уйрăммăн ĕçлессине вăйлатни, вĕренекенсем хăйсем те тавра курăмне ỹстерес тесе наука ĕçĕсемпе, çĕнĕлĕхсемпе интересленни яр уççăн курăнать. Çакна Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен предметсен олимпиадине хутшăнакан ачасен йышĕ çулсерен ỹссе пыни лайăх çирĕплетет. Вĕсенче 850 ытла вĕренекен тупăшрĕ.
Шкулсенчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсем олимпиадăн районти тапхăрне хутшăнчĕç. Ăс-тăн енчен çивĕч ачасене тупăшма Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкул тата А.В.Игнатьев ячĕллĕ Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕ хапăл турĕ. Районти олимпиадăра 1718 вĕренекен хăйĕн тавра курăмне тĕрĕслерĕ. Уйрăмах Елчĕк, Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенчи вĕренекенсем паха кăтартусемпе савăнтарчĕç. Вĕсенче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ ачасен йышĕ - 84, 41, 18. Тĕп шкулсенчен чи маттуррисем - Патреккелсемпе Хăвăлçырмасем тата Кĕçĕн Таяпасем. Вĕсем те призерсемпе савăнма пултараççĕ.
Лаш Таяпа шкулĕн, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан ытти вăтам шкулсемпе танлаштарсан, кăçал призлă вырăнсем сахалтарах, районти призерсем - 12. Тĕмер, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш шкулĕсен кăтартăвĕсем те япăх. Аслă Таяпари тĕп шкул ачисем вара призлă пĕр вырăн та йышăнайман.
Районти олимпиадăра призлă 253 вырăна 165 вĕренекен пайларĕ. Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Мария Корниловăпа Анна Митрофанова (9 кл) тата Елчĕкри Павел Нягин (11 кл) тăхăр, Курнавăшри Ольга Федотова (10кл) пилĕк предмета пуринчен те лайăхрах пĕлнине кăтартса пачĕç.
Ытти çулсенчи пекех, кăçал та, пĕтĕм Раççей шайне кĕнĕ 21 тата наци компоненчĕсен предмечĕсемпе олимпиадăсем хĕрỹ иртнĕ. Чăваш Ен, ытти регионсемпе танлаштарсан, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине мĕн пур предметпа йĕркелет. Юлашки çулсенче районти шкул ачисем республика тапхăрĕнчи олимпиадăра паха кăтартусемпе савăнтараççĕ. 2010 çулта 9, 2011 çулта 14, 2012 çулта 12, 2013 çулта 18 призер пулни çакна çирĕплетсе парать те. 2012-2013 вĕренỹ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 28 район хушшинче Елчĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă (76 вĕренекен хутшăнса 18-шĕ призер). Çак кăтарту Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăнах, районсен шайĕнче - пĕрремĕш.
Çавăн пекех районти 4 вĕренекен тăван ен культури тата чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен регионти олимпиадинче тупăшнă, иккĕшĕ призлă вырăнсене йышăннă.
Район чысне республикăра хисепе кăларнă вĕренекенсен ячĕсене палăртмаллах. Ăшăран та ăшă сăмахсене тивĕçлĕ вĕсем: П.Нягин астрономипе çĕнтерỹçĕ, физикăпа - призер, В.Иванова нимĕç чĕлхипе çĕнтерỹçĕ, Д.Егорова, В.Викторов астрономипе, А.Егоров историпе, Е.Кузьмина биологипе, А.Орлова физкультурăпа, О.Антонова правăпа, С.Баранов технологипе, С.Петрова чăваш чĕлхипе тата литературипе (Елчĕк), А.Игнатьев экологипе, Т.Князева биологипе (Лаш Таяпа), А.Чермаков историпе, М.Корнилова тăван ен культурипе тата биологипе (Курнавăш), А.Митрофанова физикăпа, вырăс чĕлхипе, А.Семенов физкультурăпа (Çирĕклĕ Шăхаль), Т.Емильева технологипе (Кушкă) призерсен йышне кĕнĕ. Вĕренекенсене олимпиадăсене хатĕрленме пулăшнă çĕрте педагогсен тỹпи пысăкки каламасăрах паллă. Ачасен çитĕнĕвĕ - вĕсен ĕçĕн хисеплĕ палли.
Умра предметсен олимпиадин юлашки тапхăрĕ. Республика чысне Раççей шайĕнче хỹтĕлеме пирĕн район ачисем те хутшăнаççĕ. Пысăк тупăшура ăнăçу сунар çамрăк талантсене.
Источник: "Елчĕк Ен"