12 января 2013 г.
Талантлă ачасене тупса палăртасси тата вĕсемпе ĕçлесси - хальхи вăхăтра вĕрентекенсем умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăвăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарас тĕллевпе кашни çулах Раççей шайĕпе иртекен предмет олимпиадисене тĕплĕн хатĕрлентереççĕ. 2012 çулăн юлашки уйăхĕсенче районта предмет олимпиадисем иртрĕç. Пирĕн шкулта вĕренекенсем 22 предмет олимпиадине хутшăнчĕç, 7 призлă вырăн çĕнсе илчĕç. Пуринчен ытларах 8-мĕш класра вĕренекен Николай Головин палăрчĕ. Вăл истори, биологи предмечĕсемпе 3-мĕш вырăна тата ОБЖ (пурнăçри хăрушсăрлăх никĕсĕ) предмечĕпе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Унăн пултарулăхĕ пĕрле вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те савăнтарчĕ. Çак класра вĕренекен Семен Морозов та вырăс чĕлхи предмечĕпе 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Семенпа Коля класра кăна мар, пĕр урамра пурăнаççĕ. Пушă вăхăтра вĕсем тĕрлĕ ăс-тăн вăййисенче тупăшаççĕ. Шашкăпа шахмат вăййисенче те яланах маттур ачасем. 8-мĕш класра вĕренекен Таня Семенова чăваш чĕлхипе тата литературипе 1-мĕш вырăна тухрĕ. 9-мĕш класри Вадим Головин вара физкультурăпа 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çак çитĕнỹ Вадим спортпа туслă пулнипе çыхăннă, мĕншĕн тесен олимпиадăра теори тата практика пайĕ те пур. Вĕсене Вадим çăмăллăнах пурнăçларĕ. Юлия Николаева та маттур. Вăл технологипе 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Юля ал ĕç тума, апат-çимĕç пĕçерме çав тери ăста пулни ỹсĕм тума пулăшрĕ те ăна. Кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче вара 3-мĕш класра вĕренекен Наташа Мусалова палăрчĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"