31 января 2013 г.
Николай Краснова тата унăн юррисене шăрантаракан коллективсене.
Зал лăк тулли пулчĕ районăн культура пурнăçĕнче 115 çул тăрăшнă тата тăрашакан Красновсен пултарулăх каçĕнче. Апла пулсан халăх юратать Николай Иванович çырнă юрă-такмаксене. Автор Иван Шурбинпа, Алина хĕрĕпе, Нина Сивковăпа тата Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнчи "Варкăш", "Туслăх", "Радуга", "Кумсем" ушкăнсем янратакан юрăсем кашнийĕн кăмăлне çывăх. Тăванлăх, туслăх, юрату, тăван ене мухтаса юрлакан юрăсем шăраннă чухне Елчĕксенче мăнаçлăх туйăмĕ тапса тăрать: чăннипех те илемлĕ хамăр ен, чăннипех маттур çав çыннисем.
..Ман кунта савниçĕм, юлташпа тăван,
Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян...
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ, хамăр ентеш Тамара Ишмуратова Николай Красновăн талантне пысăка хунине палăртса хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор-юрăçа Тав хучĕсемпе, Чăваш Республикинчи композиторсен Хисеп грамотипе чысларĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, Елчĕкри искусство шкулĕн ĕçченĕсем тата ыттисем Красновсен йăх-несĕл ĕçне малалла тăсакан Николай Ивановича пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунса парнесем парса чыс турĕç. Куракансем кашни юрра, сценкăна тăвăллăн алă çупса йышăннисĕр пуçне концерт вĕçĕнче чаплă кану каçĕ йĕркелесе панăшăн тав туса укçа-тенкĕ парса сцена ăстине пулăшу кỹрес терĕç. Николай Петрович Миллин ку енĕпе пуçаруçă пулчĕ.
Халĕ Елчĕксем çак пултарулăх каçĕн дискĕ тухасса кĕтеççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"