30 января 2013 г.
"Мĕн тери маттур та пултаруллă механизаторччĕ Петровка ялĕнчи Геннадий Иванович Сайкин! Районта кĕрлесе тăратчĕ ун ячĕ", - теççĕ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи аслă ăрури çынсем. Петровка ялĕн аслă урамĕн вĕçĕнче пысăках мар йывăç çурт ларать. Хапха умĕнче çăмăл машина тăнăран кил хуçисем килтех пулнине ăнланса илтĕмĕр. "Елчĕкри ывăлĕ тăтăшах килет ватăсем патне", - пĕлтерет манпа пĕрле çула кĕскетекен С.Агеева. Алăка шаккатпăр. Хапхана шалтан питĕрнĕ. Пире хирĕç Сайкинсен ывăлĕ Николай тухрĕ. - Хапхана питĕрсех тăмалла. Халĕ ватăсене улталакансем тупăнсах тăраççĕ, - тет вăл пире пỹрте кĕме чĕнсе. Иртнĕ çул çапла ватăсем патне вырăс майрисем кĕрсе тăнă та калаçтара-калаçтара сахал мар укçа-тенкĕне сăптăрса илсе тухса кайнă иккен. Халĕ сыхланкаласах тăраççĕ. Тем курса тăр, район центрĕнчен пит инçетре пурăнаççĕ-çке. Пулăшу ыйтма кỹршĕ-аршăра пурăнакансем те çук. Тата вашаватлăн ăçтах тухса кĕрейĕç туя çине тайăннăскерсем? Геннадий Иванович хăйсемпе паллашма килнине пĕлсен хĕпĕртерĕ. Сăпайлă çын хăй çинчен пит калаçасшăнах мар та, çапах кăмăлĕ часах уçăлчĕ. Камăнах çамрăклăха таврăнас килмĕ: кирек камшăн та вăй-хал тапса тăнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, ачи-пăчине ỹстернĕ çулсем чи манăçманнисем. Паянхи пурнăçăн кукрашкийĕсем, тỹнтер енĕсем тарăн шухăша путараççĕ ăна. Геннадий Иванович 83 çулта. Мăшăрĕ, Ефросиния Сергеевна, унран та аслăрах. Тăхăр вунă çул каçалăкне уçма хатĕрленет. Кун-çĕре иккĕшĕ çеç ирттереççĕ Сайкинсем. Паянхи саманан мĕн пур ырлăхĕ Петровка ялне çитеймен-ха. Районти ытти ял çыннисем каланкка хутнине манса пыраççĕ, вĕсен вара ирĕн-каçăн пỹрте ăшăтас тесе ăшталанма тивет. Ватăсене вут-шанкине хĕл каçмалăх ывăлĕ хатĕрлесе парать. Пỹрте илсе кĕртсе хăварать вăл вут пуленкисене. Кăштах та пулин çăмăл пултăр тет ĕнтĕ ывăлĕ. Геннадий Иванович юлашки çулсенче япăх курма пуçланă. Çавăнпа кил ăшшине тытса тăрасси Явруç аппа çинче. Унăн та вăй-халĕ чакнă, çапах мăшăр пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнать. - Ĕмĕре тăван колхоз хирĕнче ĕçлесе ирттертĕм. Тусан çинче çỹресех суккăр пултăм пулĕ, - тет Геннадий Иванович сĕтел хушшине вырнаçса ларса калаçу пуçарнă май. ...Ачалăхĕ питĕ нушаллă иртнĕ унăн. Вунă пĕр тăван çитĕннĕ çемьере. Ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Выçăллă-тутăллă пурăннине, çие тăхăнмалли тумтир те пулманнине манаймасть арçын. Шкул сакки çинче ларнă чухнех тăван колхозра вăй хунă Гена. Мĕн кăна тума тивмен ăна вăрçă вăхăтĕнче. Аппăшĕ сĕннипе пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн 3 çул почтальонра ĕçленĕ. Унтан вăрман турттарнă, çул-йĕр тунă çĕрте, уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Ĕçшĕн çунакан çамрăк тракториста вĕреннĕ. Çăкăр çитĕнтерекенĕн профессине суйласа илнĕшĕн хĕпĕртенĕ каччă. Утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче "Восток" хуçалăх районта кĕрлесе тăнă. Кĕçĕн Патреккел, Тỹскел, Петровка çыннисем тăван хуçалăх уй-хирĕнче тухăçлă тыр-пул, пропашной культурăсем çитĕнтернĕ. - Хиртен кĕме пĕлмен. Çур аки вăхăтĕнче "хурçă ут" сасси çĕрле те чарăнман, - аса илет Геннадий Иванович. Пĕрле ĕçленĕ харсăр юлташĕсем пирки те нумай каласа пама пултарать вăл. - Çĕр-аннемĕр çинче тар тăкни вăй паратчĕ ахăртнех, ывăннине те туймастăмăр, - тет анлă профильлĕ механизатор. Мĕнле марккăллă трактора кăна "чун" кĕртмен Г.Сайкин. Çĕннине парсан та тăруках ун çине ларман вăл. Малтан техникăн кашни пайне хăй аллипе тытса тĕрĕсленĕ, хытарнă... Пĕр сăмахпа, трактор айĕнче самай выртнă: шартлама сивĕре те, ытти чухне те. Кирлĕ пулсан техникăна хăйне килĕшнĕ пек, ĕç тухăçлăхне ỹстермелле, çĕнетнĕ. Ыт ахальтен мар районти паллă колхозсен хуçисем ун патне сĕнỹ-канаш ыйтма пынă. "Победа" хуçалăх ертỹçи В.Зайцев та вăхăтĕнче унăн сĕнỹ-канашне ăша хывнă, тракторисчĕсене Геннадий Иванович пек прицепкăсăр сеялкăсемпе актарнă. Ытти рационализаторла ĕçсем те сахал мар тунă вăл. Ун чухне çичĕ класс кăна вĕреннĕ Геннадий Иванович çумне "ученăй-инженер" ят хушăннă та. Пултарулăхне, ăсталăхне кура ял çинче хисеп çĕнсе илнĕ вăл. - Çĕрĕ-çĕрĕпе чертеж тăватчĕ. Унтан ăна тимĕр çине куçаратчĕ. Питĕ хитре ỹкеретчĕ атте, - калаçăва хутшăнать ывăлĕ. 1973 çулта хуçалăх тырă, пропашнăй культурăсем туса илессипе районта мала тухнă. Ĕçшĕн çунакан тракториста "Хисеп Палли" орден парса чыс тунă. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче тăнă. Геннадий Иванович тăтăшах районти, республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕсене хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна сахал мар çĕнсе илнĕ. 47 çул трактор çинчен анман çĕр ĕçне парăннă сухаçă. Çак тапхăрта наставник 28 çамрăка пурнăçри пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Аслă классенчи шкул ачисем ун çумĕнчен хăпма пĕлмен. Вĕсене вăл техникăн кашни пайне вĕрентнисĕр пуçне çĕр ĕç наукипе те тĕплĕн паллаштарнă. Кăнтăрла шкулта вĕреннĕ ачасем, каçхине Геннадий Ивановичпа кĕрхи çĕртме тума тухнă. Трактора тĕплĕ пĕлсе çитсен районтан килнĕ инспекторсем экзамен тыттарнă та, ял çамрăкĕсем тракторист-машинист удостоверенине илнĕ. Арçын ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ачисене ялтан тухмасăрах професси илме пулăшнăшăн тав тунă Геннадий Ивановича. Ара, чăн-чăн вĕрентекен пулнă вĕт вăл çамрăксемшĕн. Ĕççи вăхăтĕнче Г.Сайкин комбайн штурвалĕ умне ларнă. Хăйĕн ывăлне те мĕн пĕчĕкрен техникăна юратма вĕрентнĕ вăл. Комбайнер пулăшаканĕ пулнă Коля. Социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн панă наградăсем сахал мар унăн. - Пуян пурăнаттăмăр ун чухне. Виççĕмĕш бригада çĕрĕ çинче пĕр çум курăк ашкăрман. Халĕ вара ял та пушанчĕ. Пỹрт çуллĕш хыт хура, хупах ашкăрать. Эх, пĕтрĕ-çке ялăм, пирĕнпе пĕрлех ватăлчĕ, - тет вăл пĕркеленчĕк питне сăтăрса илнĕ май. Геннадий Ивановичпа Ефросиния Сергеевна çемье çавăрни 59 çул. Пилĕк ача ỹстерсе вĕрентсе кăларнă вĕсем. Тăватă хĕрĕ те инçетре пурăнать. Çавăнпа тăтăшах килсе çỹреймеççĕ. Çапах ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ. Вăл вĕсене пур енлĕн пулăшать. 10 мăнукĕпе, 6 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ Сайкинсем. В.КИРИЛЛОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"