Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени

30 ноября 2013 г.

Кĕçĕн Таяпари Ашмаринсен çемйи 50 çул каялла чăмăртаннă. Василий Ивановичпа София Ивановна çак пилĕк теçетке çул хушшинче хуйхи-суйхине те, савăнăçне те сахал мар курнă. Çапах та пĕр-пĕрне юратма пăрахман.

- Пурнăçра чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени тата ăнланни, - теççĕ ылтăн туйне ирттернĕ сумлă çынсем.

Çемье пуçĕ, Вася пичче, Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра тракторист пулса чылай çул ĕçленĕ. Каярах строительсен бригадинче тăрăшнă. Софи аппа вара фермăра ĕçлесе пенсие тухнă. Çав вăхăтрах хуçалăхра икшер пай илсе выльăх кăшманĕн ани çинче вăй хунă, хăмла пахчинче ĕçленĕ. Туслă çемьере пилĕк ача ỹссе çитĕннĕ. Халĕ вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă.

Вун ултă çул каялла телейпе тата савăнăçпа пурăнакан çемьене инкек пырса çапнă. Софи аппа йывăр чирленĕ хыççăн пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра Вася пичче те виççĕмĕш ушкăн инваличĕ. Çапах пуçне усмаççĕ ватăсем.

- Ачасемпе мăнуксем яланах килсе çỹреççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене вĕсем пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн пурăнас мар-ха хальхи саманара: çут çанталăк газĕ пỹрте ăшăтать, сивĕ тата ăшă шыв кранран юхать, пенси укçине вăхăтлă киле килсе параççĕ. Ялти фельдшер Валентина Головина пирĕн сывлăха тĕрĕслесех тăрать, - теççĕ Ашмаринсем йывăрлăх умĕнче пуçа усмасăр.

С.ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика