Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв пулсан эпир пуян

20 ноября 2013 г.

Çуллахи вăхăтра Таяпинка юхан шывĕ урлă чулсем пăрахса тунă каçкăç тăрăх та утса каçма пулать. Çуркунне вара юхан шыв хăрушла тулса ларать, çырансем сĕвек пулсан, шыв тарăн çырансем урлă кĕрлесе юхса каймасан Таяпа Энтри ялĕ шыв айнех пулмалла.

60 çул каяллахине астăватăп: çулла юхан шыва ялан пĕвелетчĕç. Хăмаран тунă валашкаран тăп-тăрă шыв шăнкăртатса юхса выртатчĕ, шывĕ ăшăччĕ, валак пуçĕнче ача-пăча çара урисене шампăлтаттарса ларатчĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче колхоз хирĕнчен çум çумласа, тырă вырса таврăннă хыççăн, кăнтăрла вăхăтĕнче те, каçхине ĕç хыççăн та пурте пĕвере шыва кĕрсе çан-çурăма уçăлтарнă. Вăйлă çумăр çунă чухне вара пĕвесене юхтарса каятчĕ. Çу каçипе пĕвесем темиçе хутчен татăла-татăла кайнă, анчах вĕсене çийĕнчех тепĕр хут пĕвелетчĕç. Çапла майпа ял хушшисенче çуллахи вăхăтра тулли шывлă пĕвесем сарăлса выртатчĕç.

Совет тапхăрĕнче - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче - патшалăхран уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса плотина хăпартрĕç. Ăна, чăннипех, питех те тĕплĕ тунă: çывăхри хирсене шăрăх çанталăкра унти шывпа шăвармалла пултăр тесе пăрăхсем хывса хăварнă, шăвармалли установкăсем вырнаçтарнă. Плотина урлă каçса çỹремелли çула бетон плитасем хурса çирĕплетнĕ, шыв юхса тухмалли валакне те бетонранах тунă, çуркунне шыва юхтарса кăлармалли хапха (затвор) та пурччĕ. Çакăн пек плотинасене тума, каламалли те çук, патшалăх сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Анчах хирсене шăварса усă курни пулчĕ-ши? Нумай япала çухалса пĕтрĕ.

Чылай çул хушшинче, бетонран тунă пулин те, плотинаран шыв юхса тухмалли вырăн ванма пуçларĕ. Пысăк пĕве татăлса каятех пулĕ тетчĕç ял çыннисем.

Халĕ вара хăрамалли çук - кăçал çак плотинана патшалăхран уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса тĕплĕн юсарĕç. Ялшăн пĕве питех те кирлĕ: вут-кăвартан сыхласа хăварĕ, унта пулă ĕрчетме май пур. Çуллахи вăхăтра пĕве çывăхĕнче пулă тытакан йышлă. Ача-пăча анчах мар, çитĕннĕ çынсем те кунта нумаййăн пулă тытма килеççĕ. П.Петров, Ю.Траншкин, Н.Морозов, В.Краснов - чăн-чăн пулăçсем. Хĕр ача пулсан та, Т.Ларионова пек нумай пулă тытакан çук пулĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ А.Спиридонов та çуллахи вăхăтра яла пурăнма килсен тăтăш пулă тытма çỹрет.

- Шыв хĕрринче пулни чун-чĕрене кантарать, ăс-хакăла çирĕплетет, - тет вăл.

Канмалли кунсенче кунта ют çĕртен те пулă тытма килеççĕ.

О.МИРОНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Таяпа Энтри ялĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика