Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хăват парать

16 ноября 2013 г.

01

 


 
 
 
 
 

Фермер хуçалăхне йĕркелесе янă Каркаларти Андрей Севрикова хавхаланса ĕçлеме тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хăват парать пулинех...

Пĕрлешỹллĕ хуçалăх темиçе çул каяллах арканнă, район центрĕнчен аякра вырнаçнă ял территорийĕнче темиçе çултанпа усăсăр тенĕ пекех выртнă 1300 гектар çĕр лаптăкне ĕçлесе хатĕрлеме килĕшнĕ çыннăн теветкеллĕхне чăннипех тивĕçлипе хакламалăх пур. Унччен колхозра ырми-канми вăй хунă ялти ватăсем кăçал çак лаптăксенче те кĕрхи çĕртме туса хăварнине курма пултарнишĕн хăйсем епле савăннине пытараймарĕç. Унсăр пуçне, 200 ытла гектар çинче агротехника йĕркисене тĕплĕн пăхăнса кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе малашне пикенсех ĕçлеме шут тытнă фермер "Вектор-410" çĕнĕ комбайн, ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ ытти ял хуçалăх машинисем кỹрсе килнĕ. Урапаллă тракторсене унчченех туяннă пулнă.

...Андрей ялта тĕпленсе пурăнма малтанах çирĕп тĕв тунă: Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче хурт-хăмăр ăсти пулма вĕреннĕ. Производство практикинче те урăх ниçта та мар, тăван ялти утарта, районти ятлă-сумлă хурт-хăмăр ăстипе Николай Красновпа юнашар ĕçленĕ. Чкалов ячĕпе хисепленекен, ун хыççăн йĕркеленнĕ "Таябинка" хуçалăх саланса кайнă хыççăн Каркаларти пысăк утар тĕп пуласси патнех çитнĕ. Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă Николай Краснов тивлетне пула анчах унти хăрт-хăмăрăн 5-6 çемйине сыхласа хăварма май килнĕ. Çак çулсенче пыл хурчĕсен пурнăçне лайăх ăнкаракан пулнă Андрей Севриков аслă юлташĕ, ăста специалист хавхалантарнипе утара тара илнĕ. Хурт-хăмăр çемйисене халĕ кунта кашни çул ỹстерсех пыраççĕ.

Ял çумĕпе юхса иртекен юхан шыва пĕвелесси çинчен те вăл унчченех шухăшланă - ĕçе тума алли çитмен анчах. Кăçал çак ĕмĕте те пурнăçланă. Малашне Каркаларта тулли шывлă пĕве пулĕ, фермер унта пулăсем ĕрчетме те палăртать.

Ĕçчен çемьере ỹссе çитĕннĕ Андрей чăн-чăн çĕр çынни пулса тăнинчен, пĕр енчен шутласан, тĕлĕнмелли те çук. Ашшĕпе, таврари ятлă-сумлă механизаторпа Владимир Алексеевичпа пĕрле, тăван колхоз уй-хирĕнче вăл мĕн ачаранах комбайн, трактор çỹретме хăнăхнă. Фермăра тăрăшнă амăшĕ те, Галина Александровна, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Тивĕçлĕ канури ватăсен халĕ вĕсен ырлăхĕпе савăнса пурăнмалла анчах. Шăпине çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă, мĕн тери пысăк яваплăха хăй çине илме хăраман ывăлне ашшĕ ытти ачисенчен ытларах хисепленине, юратнине ăнланма пулать. Кашни кунхи ĕçре ăна Рая мăшăрĕпе Виктор ывăлĕ те нумай пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ. Педагог профессине суйласа илнĕ Рая ĕçрен хăраса тăракан йышши мар. Пăравур хĕрарăм фермер хуçалăхĕнчи йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхма хутшăнать. Кăçал Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ Виктор та çу каçипех кĕтỹ кĕтнĕ.

Андрей ăста строитель те. Тĕрлĕ хуласенче строительство ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнать. Елчĕкре, мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕн тĕп кил вырăнĕнче капмар çурт хăпартса лартма пултарнă.

Андрей Севриков фермер (хресчен) хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра 90 пуç сысна шутланать. Çак хисепре самăртма хупнисем те, çăвăрлаттараканнисем те пур. Тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе кăсăкланакан арçын 4 çул каялла Астрахань хулинче стройкăра ĕçленĕ чухне курдюк ăратри хỹресĕр сурăхсене 6 пуç туянса таврăннă. Пирĕн патăмăртисемпе танлаштарсан, вĕсем пысăк ỹссе çитĕнеççĕ, çăмĕ пахалăхлă, хаклă. Ашĕ тутлă та техĕмлĕ, çавна май ăна çынсем хапăлласах туяннине шута илсе ăратлă сурăхсен хисепне кĕске вăхăтра 40 пуçа çитернĕ. 8 ĕне сăваççĕ, кĕçех тата 4 пушмак харăсах пăруламалла. Сăвакан ĕнесен хисепне тата ỹстерме шухăшланă, вĕсем 30 пуçран кая мар пулмалла. - Малтан çĕнĕ ферма туса лартмалла, ĕç условийĕсене лайăхлатмалла, - тет фермер. Хуçалăхра лаша вăйĕпе те усă кураççĕ. Картишĕнче паян-ыран пусмалли, мăнтăрăлса çитнĕ 100 хур, вĕсем какăлтатнинчен хăлха хупланать. Çакăн чухлĕ выльăха Севриковсем хăйсем анчах пăхма ĕлкĕрес çук. Ятарласа çынсене ĕçе илнĕ. Николай Краснов, Вениамин Шпилев тăван ялтан аякка тухса каймасăрах фермер патĕнче ĕç вырăнĕ тупнипе кăмăллă. Андрей Торхеев кĕтỹçĕ, Евгения Маручева доярка, Аня Маручева сысна пăхакан кỹршĕллĕ Вырăс Каркалар ялĕнчен ĕçе çỹреççĕ. Вĕсене тивĕçлипе тỹлеççĕ. Кĕçĕн Таяпари Раиса Ефимова ертсе пыракан ветеринари участокĕнчи специалистсем выльăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлакан профилактика мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ.

...Вырăнти пĕрлешỹллĕ хуçалăх саланса кайнă хыççăн тĕпленме патне çитнĕ ялта малашне йăл илес шанăç пысăк...

Светлана АРХИПОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика