Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн

30 октября 2013 г.

"Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн" - тенĕ ваттисем. Хальхи электрон тытăмĕ, интернет анлă сарăлнă саманара та хаçат-журнал чун апачĕ пулса тăрать.

Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те хаçат-журналпа туслă. Учительсем районта тухса тăракан "Елчĕк ен" хаçата çырăнса илеççĕ, унăн кашни номерĕнчи статьясемпе тĕплĕ паллашаççĕ. Çавăн пекех "Советская Чувашия" хаçата, "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене - "Хыпар", "Хыпар-шăматкун", "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Тантăш" хаçатсене, "Самантпа" "Тетте" журналсене кăмăллаççĕ. Методика пособийĕсенчен "Халăх шкулĕ", "Простые уроки рисования", "Работа соцпедагога в школе и микрорайоне", "Педсовет", "Современное дошкольное образование", "Музыкальный руководитель", "Последний звонок", "Английский язык в школе" яланах вĕрентекенсен аллинче. С.Маркова директор, А.Иванова вĕрентекен, О.Викторова воспитатель çитес çур çулшăн та килĕшекен кăларăмсене 1 пин тенкĕрен те ытларах çырăнчĕç.

Аслăрах класра вĕренекенсем вулавăшри "Советская Чувашия", "Хыпар", "Тантăш", "Елчĕк ен" хаçатсемпе, "Самант", "Халăх шкулĕ" журналсемпе вĕренỹре усă кураççĕ. Вĕсен пĕрремĕш хайлавĕсемпе ỹкерчĕкĕсем, сăввисем кăларăмсенче пичетленни ачасене те, ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те хавхалантарать. Кĕçĕн класри тата ача садĕнчи ачасем вара ытларах "Тантăш" хаçатпа "Тетте" журнала килĕштереççĕ.

С.АГЕЕВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика