02 октября 2013 г.
|
Пĕр тăван Таньăпа Настя Семеновасем Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ăс пухаççĕ: Таня - 9-мĕш, Настя - 7-мĕш классенче. Вĕсем вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, ташлама, юрлама питĕ ăста, кĕнеке вулама юратаççĕ.
Туслă çемьере çитĕнекен хĕр ачасем спортра та малта. Иккĕшĕ те 1-мĕш разрядлă спортсменсем. Спорта чунтан парăннă пĕр тăвансем нихăш ăмăртуран та юлмаççĕ. Çуран, йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ çĕклессипе районта иртекен ăмăртусенче вĕсем яланах çĕнтерỹçĕсен е призерсен йышĕнче.
Чăваш Республикинчи хĕллехи полиатлон енĕпе Настя кăçал çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ, Таня иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафета ăмăртăвĕнче ăнăçлă ăмăртрĕç, Кĕçĕн Таяпа шкулĕн командине республикăра пĕрремĕш вырăна тухма пулăшрĕç.
Кăшт каярах Чăваш Республикинче çамрăк çăмăл атлетсен кросĕнче те район чысне хỹтĕлерĕç. Настя Семенова 1000 метра чупса 5-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Таньăн результачĕ те начар мар, вăл та малтисен йышĕнче.
Л.МОРОЗОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Настя тата Таня Семеновасем.
Источник: "Елчĕк Ен"