21 сентября 2013 г.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре тĕпрен юсасси тата тытса тăрасси - чи малтан пурнăçламалли ĕçсем.
"Комсомольски - Елчĕк" - Кĕçĕн Таяпа" автоçул юхăнса кайнă. Шăтăк-путăклă пулнăран кунта техника хатĕрĕсем питĕ вăйлă ванаççĕ. Çавăнпа Кĕçĕн Таяпа тата ун çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансем Таяпа Энтринчен Елчĕке каякан çулпа çỹреме тивнĕ. Аслă çул çине тухма 4110 метр анчах кирлĕ пулнă пулсан, вуншар километр çаврăнмалла. Хаклă вăхăт та сахал мар çухалать. Çавна пула район администрацийĕ Кĕçĕн Таяпа ялне анакан çула тĕпрен юсама тĕв тытнă, конкурс ирттернĕ. Ăна "Воддорстрой" ООО выляса илнĕ. Кунти çĕр ĕçĕсене вара унăн районти подразделенийĕ - "ДПМК" Яльчикское" ООО пурнăçлать.
Автобус маршручĕ уçас тесен асфальтлă çул сарлакăшĕ 6 метртан кая мар кирлĕ. Хальхи вăхăтра вăл 4, 5 метрпа анчах танлашать. Çул-йĕр ăстисем çула анлăлатас енĕпе тăрăшаççĕ. М.Дмитриев механизатор Т-130 трактор-бульдозерпа çул хĕрринчи пулăхлă тăпрана айккине тĕртет, унтан çул хĕррине тăм хăпартать. О.Борисова, В.Семенов, Е.Кошкина рабочисем çул хĕррине йĕркелесе тăраççĕ.
"ДПМК" Яльчикское" ООО директорĕ В.Сядуков пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 1, 5 километр çул сармалла. Технологине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Хăйăра Комсомольски районĕнчи карьертан турттараççĕ. Вак чул та сахал мар кирлĕ. Ку енĕпе Челябинск облаçĕнче вырнаçнă карьерпа, Тутарстанри "Буинский" агрохимсервис" АУОпа килĕшỹсем тунă. 1000 тоннăран 300-ĕшне турттарса тухнă. Малашне те çула тĕпрен юсама кирлĕ хатĕрсене ытларах илсе килесшĕн.
Пĕтĕм çула 2 çулта тĕпрен юсаса пĕтерме палăртнă. 65 миллион яхăн тенкĕ тăрать вăл. Кăçал кунта 8600 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçлаççĕ. Тепĕр çул вара вăл ĕçе кĕмелле. Çул-йĕре çĕнетме тĕрлĕ йышши техника - асфальтоукладчиксем, катоксем, "КамАЗ" йышши автомашинăсем, К-700, Т-130 тракторсем, МТЗ йышши погрузчик хутшăнать. Часах машинăпа трактор паркĕ "Volvo" йышши çĕнĕ экскаватор-погрузчикпа пуянланĕ.
Яка çул вара Кĕçĕн Таяпасемшĕн анчах мар, çывăхра вырнаçнă Каркалар, Петровка, Кĕçĕн Патреккел ялĕсенче пурăнакансемшĕн те меллĕ пулĕ. Автобус маршручĕ уçăлсан, вĕсем кирлĕ çĕре кĕске вăхăтрах çитĕç.
А.КАРЛИН.
Источник: "Елчĕк Ен"