17 августа 2013 г.
Таяпа Энтринче ял çыннисене шывпа 3 шыв башни тивĕçтерет.
Пытарма кирлĕ мар, Тукас урамри башня тăрри çĕрсе шăтнăччĕ. Çавна пула çумăр шывĕ, юр, вĕçен кайăксен каяшĕ те кайнă халăх ĕçекен шыва.
Кăçал вара Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров тăрăшнипе шыв башнин шăтăкне хупларĕç. Кунта П.Григорьев, В.Петров, А.Прокопьев, А.Яковлев тăрăшрĕç. Тинех Тукас урамĕнче пурăнакансем таса шыв ĕçме пуçлĕç.
О.МИРОНОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"