20 июля 2013 г.
Кашни çыннăн кирек хăш лару-тăрура та хăйне хỹтĕлеме, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма, çывăх çынсене çăлма пĕлмелле.
Обществăлла вырăнсенче (урамра, скверсемпе парксенче, вокзал-лавккасенче...) е транспортра хуçасăр сумкăсемпе тĕркемсене, хутаçсене асăрхасан вĕсем камăн пулма пултарнипе кăсăкланăр. Енчен те хуçи тупăнмарĕ пулсан, ятарлă службăсен сотрудникĕсене (машинăра, автобусра пулсан водителе) пĕлтермелле.
Çак сĕнỹсене асра тытăр:
- шанчăксăр япалана миçе сехетре асăрханине палăртса хумалла, çынсене çак вырăнтан аяккалла пăрма тăрăшмалла;
- тупнă япалана уçса пăхма, тĕкĕнме юрамасть;
- полици е ытти служба сотрудникĕсем килсен лару-тăрăва уçăмлатма васкăр, вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс тата тулли хуравсем парăр.
Ашшĕ-амăшĕн те ачисене урамра е подъездра тупнă япала пурнăçшăн питĕ хăрушă пулма пултарнине ăнлантарса памалла. Хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăхра чухне çак телефонсемпе шăнкăравламалла: МЧС телефонĕ - 2-50-01, 2-51-87, 112 (карас телефонĕнчен), полицин дежурнăй чаçĕн телефонĕ: 02, 2-50-02, 020 (карас телефонĕнчен).
А.ПЕТРОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"