Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕриншĕн çуралнă

06 июля 2013 г.

Пĕр-пĕриншĕн çуралнă

Таяпа Энтринчи Василий Петровичпа Федосия Владимировна Петровсем çак тăрăхра алла-аллăн тытăнса 65 çул пĕрле пурăнакан пĕртен-пĕр мăшăр.

Пĕр каç тĕл пулнă - ĕмĕрлĕх пĕрлешнĕ

Анаткасри сумлă ватăсене ялта пурте лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Сумлă çемье çул хĕрринчи урамра пурăнать. Çуртра типтерлĕ те тĕплĕ хуçасем пурăнни сисĕнет. Улма-çырла, пахча çимĕç нумай ỹстереççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Василий Петровичпа Федосия Владимировна тăван ялти, унтан Елчĕкри шкулсенче вĕреннĕ. Иккĕшĕн те ачалăхĕ çăмăл пулман. Пĕчĕккĕллех ĕçе кỹленнĕ.

- 6-7-мĕш классенче пĕрле вĕреннĕ эпир, - мăшăрĕ çинчен куç илмесĕр ăшă калаçăва пуçларĕ 90 çула хыçа хăварнă арçын.

Унтан сăмах юхрĕ те юхрĕ... Василий Петрович утса тухнă анлă сукмакăн кашни самантне лайăх астăвать. Ыт ахальтен мар ял çыннисем йăх-несĕл йывăççине, ял историне тĕпченĕ чухне унран пулăшу ыйтаççĕ. Уйрăмах вăрçă çулĕсене асран кăлараймасть вăл.

1942 çулта 19 çул тултарнă каччăна, ытти юлташĕсем пекех, вăрçа илсе кайнă. Малтанах Ленинградри пехота училищинче çар ĕçне вĕреннĕ. Ял ачи хастарлăхĕпе палăрнă: çуран чупса, пăшалтан персе малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Унтан курсантсене Сталинград патĕнчи çапăçăва илсе кайнă. Юлташĕсем вăрçă хирĕнчех выртса юлнине, вăл, телее пула, килне ырă-сывă таврăннине хумханмасăр куç умне кăларса тăратаймасть ветеран.

1947 çулхи çуркунне Василий тăван яла таврăнать. Малтанах тăван хуçалăхра ĕçлет. Кĕркунне Тукасра туй кĕрленĕ. Çамрăксем ăна курма кайнă. Çакăнта тĕл пулать те каччă пулас мăшăрĕпе. Тăван-пĕлĕшĕсем те ĕнерхи салтака леш касри Хветуççа мăшăр тума пит маттуррине пĕрре мар каланă. Пĕрле икĕ çул вĕреннĕ хĕре паллать-ха Вася, анчах курманни тахçанах.

- Манăн мăшăр пулма килĕшетĕн-и тесе ыйтрăм Хветуççаран, - аса илет Василий Петрович. - Вăл килĕшнине пĕлтерчĕ.

- Эпĕ питĕ чухăн çемьере ỹснĕ. Атте ир çĕре кĕнĕ, анне сусăр, вырăнпах выртать. Мана качча илекен пулмасран хăранах. Ун чухне каччăсем шутпаччĕ вĕт. Хаяр вăрçă нумай çамрăкăн пуçне çирĕ, - тет Федосия Владимировна сăпайлăн.

Çав каç хĕре качча илсе кĕнĕ фронтовик. Анчах туй-çăнăхта кĕрлеттерме нухрат пулман.

- Туйсăрах 66-мĕш çул пурăнатпăр. Улталатăп-ха, туйне ватлăхра ачасем питĕ хытă кĕрлеттерчĕç. Кĕмĕл, ылтăн, тимĕр туйсенче ачасемпе мăнуксем пысăк чыс турĕç пире. Çак савăнăçа ĕлĕк тĕлленме те пултарайман, - тет Хветуççа аппа.

Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнма пуçланă çамрăк мăшăр. Унтан тĕп килтен уйрăлса тухнă. Çĕнĕ çĕрте виçĕ уйăхранах Петровсен йыш хутшăннă. Аслă ывăлне Гена ят панă. Унтан Елена кун çути курнă. Кĕçĕнни, Анатолий, 1953 çулта çуралнă.

Кил хуçи малтанах колхозра тĕрлĕ çĕрте, арăмĕ бухгалтерта тăрăшнă. Унтан виçĕ ача ашшĕ шкула вырнаçнă. Мĕн пенсие кайиччен шкулта рисовани, ĕç, физкультура урокĕсене ертсе пынă.

Василий Петровичăн мĕн ачаран ỹкерес ăсталăхĕ чунра çиçнĕ.

- Шкул хыççăнах художество училищине вĕренме каясшăнччĕ. Вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнă пирки ĕмĕте пурнăçа кĕртеймерĕм. Кайран, шкулта ĕçлеме пуçласан, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Тинех ĕмĕтĕм тулчĕ, - ет ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Сăмах май палăртмасăр иртес мар, виçĕ ача ашшĕ аслă ывăлĕпе пĕр вăхăтра, 1971 çулта, диплом илнĕ. Геннадий çав институтран, физикăпа математика факультетĕнчен, вĕренсе тухнă.

Василий Петрович шкулта ачасене ал ĕçне, сывă пурнăç йĕркине нумай вĕрентнине хальхи пенсионерсем пит лайăх аса илеççĕ. Çĕр çинче вăй хума та, пахча çимĕç ỹстерме те унран опыт илнĕ. Арçын ачасен аллисене мастерскойĕнче туптанине калас пулсан? Е тата çĕршер кролик усранă шкулта вĕренекенсем. Ун чухнех шкулăн производство участокĕ районта чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Çĕр путвалне те, парникне те вĕрентекенпе вĕренекенсем хăйсен аллисемпе ăсталанă. Ачасем çитĕнтернĕ хăяр-помидора туянма районтан та килнĕ.

Ылтăн алăллă учитель аллинче пуртă-пăчкă вылянса тăнă, платник ĕçне пит пултарнă вăл. Пичкесем кăна мар, чỹрече рамисем те, пĕр сăмахпа, кил хушшинче кирлĕ мĕн пур япалана ăсталанă. Хăй ĕмĕрĕнче тунă кăмакасен шутне манса та кайнă. Килĕнче кăна сакăр кăмака çавăрнă. Нушине самай курнă. Тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленни те пулнă. Халĕ çемье вăйĕпе тунă пиллĕкмĕш çуртра пурăнаççĕ.

- Кану кунĕ мĕнне пĕлмен. Çамрăк чухне пушă ларнине астумастпăр. Яланах икĕ алăра ĕç вĕресе тăнă. Халĕ вара чăннипех канатпăр, - тет ватă.

Кĕпе-тумтир туянма май пулман вăхăтра арçын кивĕ тумтирсене пăсса ачисене кĕпе-йĕм те çĕлесе панă. Хĕрарăм ывăлĕсемпе хĕрне ĕçе вĕрентессишĕн тăрăшнă, алса-чăлха, кофтăсем çыхнă. Федосия Владимировна ĕмĕрне колхозра, райпора бухгалтерта ĕçлесе ирттернĕ. Килти мĕн пур ĕçе çемье пĕрле пурнăçланă. Ачисем ашшĕпе амăшĕнчен усал сăмах илтсе курман. Çемьере пĕр-пĕрне хисеплесси, туслăх, юрату, ăшăлăх хуçаланнă.

Çемье телейĕ - ачасенче

Петровсен ачисем ашшĕ-амăшĕн куç тулли савăнăçĕ. Ашшĕ пекех ывăлĕсем çăварне чĕлĕм хыпман, эрехпе иртĕхмен. Вĕсен йăхĕнче сиенлĕ йăлапа туслисем пачах çук.

- Аван ирттертĕмĕр пурнăçа. Çулсем сисĕнмесĕрех шунинчен тĕлĕнетĕп. Çакăн пек ырлăхра пурăнасса кам шутланă, - тет Федосия Владимировна.

Пĕр-пĕринпе тату та килĕштерсе пурăннăран ĕмĕр иртсе пынине те сиссе юлайманнине çирĕплетет мăшăр.

- Вăрăм кун-çулăн вăрттăнлăхĕ - ачасенче, ĕçрен ỹркенменнинче. Хамăрăн тĕпренчĕксен ĕçĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнатпăр. Халĕччен ачасем пире кулянтарса курман. Мухтав Турра, - тет Хветуççа аппа.

Чăн та, Петровсен ачисем ĕçри пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра палăрнă. Геннадий мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшнă. Шкул директорĕнче кăна 24 çул вăй хунă. Елена вара малтан педагог профессине илнĕ, унтан юриста вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Аслă Судĕнче судья пулса тăрăшнă. Кĕçĕнни, Анатолий, паян районти пултаруллă фермерсенчен пĕри. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче агроном профессине илнĕ хыççăнах çĕр ĕçне кỹленнĕ.

Василий Петровичпа Федосия Владимировна мăнукĕсемпе те савăнаççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри маттур. Пурте аслă пĕлỹ илнĕ, сумлă вырăнта тăрăшаççĕ. Çывăх вăхăтра кĕçĕн мăнукĕсен йышĕ тата ỹсессе кĕтеççĕ.

Ветерансем аслă ывăлĕн çемйипе пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Тĕп килти кинĕ хуняшшĕпе хунямăшне сивĕ сăмах калама кăна мар, сивĕ куçпа пăхса илме те именет. Çапла пулмасăр, ватăсем паян та пĕр-пĕрне чун-чĕрепе юратаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ çемье институтне çирĕплетес енĕпе вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Геннадий Васильевичпа Елена Петровна халĕ хăйсем те асанне-асатте, часах кукамай-кукаçи пуласса ĕмĕтленеççĕ. Валерия мăнукĕ вĕсенчен пĕр шит те юлмасть.

Василий Петрович халĕ те ĕçсĕр лармасть. Вăл пейзажсем ỹкерет. Кашни ачине, мăнукне асăнмалăх парнелесшĕн. Килте вăл ỹкернĕ картинăсем нумай.

- Ĕç вăй парса тăрать. Мăшăра çавăтса уткаласа çỹретпĕр пахчара. Хускану вăл пурнăç, - тет ветеран кăмăллăн хăйĕн ỹкерчĕкĕсене кăтартнă май.

- Эпир сирĕн хаçата питĕ юратса вулатпăр. Почтальон килессе кĕтетпĕр вара. Лайăх ĕçлĕр, пирĕн пек нумай пурăнăр, - пехиллесех ăсатрĕ Хветуççа аппа.

Чăннипех пĕр-пĕриншĕн çуралнă мăшăр. Вĕсен таса юратăвĕ, кăмăл ăш пиллĕхĕ, чун çепĕçлĕхĕ ĕмĕр тăршшĕпе иксĕлмест.

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика