Кĕçĕн Таяпари тулли мар вăтам шкулти историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен М.Галкина шкула ачасемпе тĕл пулма ветеран-пенсионерсене йыхравларĕ. Тĕл пулăва Кĕçĕн Таяпари Чкалов ячĕллĕ колхозра нумай çул председательте ĕçленĕ П.Крылов та хутшăнчĕ. Ачасемпе калаçнă май ĕлĕкхи вăхăта аса илчĕ пенсионер. Колхоз вăхăтĕнче ял тата та тĕреклĕ пулнине, ял çыннисем пурте колхозра ĕç вырăнĕ тупса тăрăшса ĕçленине, килти хуçалăхсене те çирĕп тытса пынине каларĕ вăл сăмахĕсенче: - Ун чухне çуллахи каникулта шкул ачисем кашни кунах колхозра ĕçленĕ: çум çумланă, улăм пуçтарнă, йĕтемре тырă тасатнă, кĕркунне çĕр улми пухма çỹренĕ, хăмла татнă. Çапла майпа хăйсене валли аванах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă. Кашни çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче колхоз председателĕ хуçалăх ĕçне хастар хутшăннă ачасене парнесем парса чыс тунă. Питĕ тимлĕ итлерĕç шкул ачисем ватă çын сăмахĕсене. Ялта колхоз пулнине те пĕлмеççĕ халь ачасем, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем каласа панă тăрăх çеç чухлаççĕ. Паянхи кун вĕсем машинăпа трактор паркĕ мĕнле юхăнса кайнине, йĕтем çинчи сушилкăсем, тырă кĕлечĕсем, фермăсем ишĕлсе выртнине анчах кураççĕ. Çаксене ял çыннисемех ишсе, çаратса пĕтернĕ. Асăннă пулăм пирки ветеран чун-чĕререн тарăхса каласа пани шкул ачисен чунне те пырса тиврĕ. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ П.Крыловпа шкул директорĕ А.Ильин тăрăшнипе икĕ хутлă, кирпĕчрен купаланă 380 ача вырнаçмалăх туса лартнă шкул ял илемне кỹрсе ларать-ха. Анчах та шкулта 80 ытла ача çеç вĕренет. Мухтав Турра, çав вăхăталла туса лартнă ача сачĕ, правлени тата культура çурчĕсем тĕрĕс-тĕкелех лараççĕ-ха. - Çак çуртсене ял халăхĕн упраса пурăнмаллах. Шкул ачисен, çамрăксен кирек ăçта пурăнсан та çуралнă ялĕ çинчен манмалла мар: килсе çỹремелле, май пулсан спонсорла пулăшупа тивĕçтермелле, - терĕ П.Крылов. Кĕçĕн Таяпа ялĕ витĕр юлашки çулсенче асфальт çул сарса пани, шкула, культура çуртне газ кĕртни, кашни ялти çурта газпа хутса ăшăтни, ял çыннисене ялтах пурăнма лайăх условисем туса пани ырă пулăм пулнине палăртрĕ. Тĕл пулура З.Смирновăпа О.Миронова учитель пенсионерсем те сăмах илчĕç. Вĕсем те, ĕлĕкхи вăхăта таврăннă май, ачасем йывăç çуртсенче вĕреннине, классенче сивĕ пулнине, хăйсен тăрăшуллă вĕренекенĕсене аса илчĕç. Кивĕ шкул çурчĕсенче техничкăра ĕçленĕ В.Понкратьева классене вутăпа хутса ăшăтнă вăхăта аса илчĕ. Ун чухне ирхине 2-3 сехетрех ĕçе пикеннĕ, шкул ачисем вĕренме пынă тĕле çуртсене ăшăтнă. Вуттине хăйсемех алă пăчăкисемпе каснă, вакланă. Хутсан та классем тумтирпе лармалăх кăна ăшăннă. "Халь эсир, ачасем, ăшă та çутă классенче вĕренетĕр, сирĕн лайăх вĕренме условисем пур", - терĕ вăл ачасене ăс парса. Шкул ачисене ĕлĕкхи йăла-йĕркесем те кăсăклантарчĕç. Тĕл пулăва хутшăннисем вĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕç, шỹтлесе те илчĕç. Тĕл пулу хыççăн шкул музейне кайса куртăмăр. Истори учителĕ М.Галкина тăрăшнипе музейра курав йĕркелеме пултарнă. Шкул ачисем экспонатсем пухса пулăшнине хыпарларĕ вăл. Чăн та, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, тумсене курма питĕ кăсăклă. Ял тата шкул историйĕпе паллашма, Кĕçĕн Таяпа ялĕн мухтавлă çыннисем çинчен те пĕлме пулать кунта. |