28 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен районти финалĕ иртрĕ. Унта пурĕ 21 команда хутшăнчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçнă кун хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăчĕ. - Виçĕ кун хушшинче çумăр çăватех-ха. "Зарницăпа" "Орленок" вăййисене ирттерме пухăнсан çумăр çуманни пулманччĕ-ха, - шỹтлерĕ чылайăшĕ. Çамрăк армеецсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Маурин хутшăнчĕ. Хăй Елчĕк хĕрĕсемпе тата йĕкĕчĕсемпе яланах мăнаçланнине, пирĕн район çамрăкĕсем çар ретне тăнă чухне те çирĕп сывлăхлă пулнипе палăрса тăнине, ответлăха çирĕп туйнине тата дисциплина тĕлĕшĕнчен ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче шутланнине палăртрĕ вăл. Вĕренекенсем виçĕ кун чылай конкурспа тупăшусенче тĕрĕсленчĕç. "Эпĕ - Раççей гражданинĕ", "Çĕнтерỹ патне - утăмсем", "Велосипедпа фигурăсем туса ярăнасси", "Тинĕс-çар спорчĕ", "Çамрăк пушарниксем", "Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" тата ытти те. Çапах та пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул командисем хушшинче Çирĕклĕ Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Кашни конкурсрах йăрă та çивĕч пулчĕç вĕсем. Аслă Елчĕк тата Курнавăш шкулĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Энтепе шкулĕн команди чи пултарулли пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Тăрăм, виççĕмĕшне Шăмалак шкулĕсен командисем йышăнчĕç. Çак виçĕ кун - кăвайт çине хуран çакса апат пĕçерни, палаткăсенче çĕр каçни, тĕрлĕ конкурссенче тупăшса туслăха çирĕплетни, кỹлĕ хĕррине тата кăвайт умне пуçтарăнса ăшшăн калаçса ларни - вĕренекенсен асĕнче чылайлăха юлĕ
Источник: "Елчĕк Ен"