28 января 2012 г.
Эпир, 70 çултан иртнĕ ватăсем, тĕрлĕрен пурнăçпа пурăнса куртăмăр. Вăрçă нушисене чăтса ирттертĕмĕр, ун хыççăн та тепĕр 10 çул çити-çитми пурнăçпа асаплантăмăр. 10-11 çулсенчи ачасем, кĕрпе яшки те пулин пĕçерсе çиес тесе, пучах пуçтарма хире каяттăмăр. Колхоз ертỹçисем ачасене хиртен хăвалама час-часах лашапах тухатчĕç. Пĕррехинче çапла Кутăр Ехвинĕ хăваларĕ. Эпĕ хутаçа парас мар тесе лаша хăваласа çитмелле мар хытă чупрăм. Мĕн пур ачаран малта пырса тарăн çырма тĕпне хутаçĕ мĕнĕпех чăмрăм. Мана тытаймарĕ-ха тесе чăнкă çырма тĕпĕнче пашкаса сывласа ларатăп. Çук, пур пĕрех тарса хăтăлаймарăм. Ашшĕсĕр тăрса юлнă çемьесенче çăва тухнă çĕре пĕр пĕрчĕ тырă тăрса юлманнипе ирĕксĕр ачисене пучах пуçтарма кăларса янă ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пурнăç аванах йĕркеленсе çитрĕ. Ял çыннисем çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕ пуçтарчĕç. Анчах çурт лартма питĕ йывăрччĕ, йывăç пĕренесем тупма таçти аякри вăрмансене каятчĕç. Эпир те çĕнĕ çурт лартма пикентĕмĕр, пире сутнă пĕренесем вăрланисем пулнă, милиционерсем шыраса килчĕç вĕт. 9 пĕренене каялла турттарса кайрĕç, халь те вĕсем киличчен пура пураттарса ĕлкĕртĕмĕр. Шар курнă çынсем ялта тата пулнă. Мĕн каламалли, килте выльăх-чĕрлĕх усрама та кансĕрччĕ. Утă ниçтан тупма çук, улăмне те колхоз шутлă анчах валеçсе парать. Выльăх усракансем çуллахи вăхăтра куккурус ани ăшĕнчен çум курăк çăлатчĕç те кỹме урапипе килĕсене турттаратчĕç. Колхоз ертỹçисен куçĕ тĕлне пулсан урапасен туртисене вататчĕç. Вăрттăн çỹресе пулин те çум курăк тупса типĕтеттĕмĕрех. 80-мĕш çулсенче колхозра ĕçленĕшĕн укçан тỹлеме пуçларĕç, çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн хушма укçа та паратчĕç. Дояркăсемпе свинаркăсем, механизаторсем ялти интеллигенцирен ытларах укçа илетчĕç. Ял çынни каллех укçа пухса йывăç çурт вырăнне кирпĕч çурт, хуралтă хăпартма пикенчĕ. Ялта вăрçă ачисем ỹссе çитĕнсен арçынлă çемьесем нумайланчĕç. Арçынсем аякри вăрмансене кайса хăма çуртарма хыр кĕрешсем кăларнă. Чăтăмлă çав чăваш çынни. Çак укçаллă пурнăç нумая пымарĕ. Колхозсем патшалăх умĕнче пысăк парăмсене кĕрсе кайнине пула ĕçлекенсене каллех укçа тỹлейми пулса çитрĕç. 90-мĕш çулсем тĕлне пурнăç япăхланма пуçларĕ, лавккасенчен нимĕн тупса илме çук пулса çитрĕ. Совет Союзĕ арканса кайрĕ, Ельцин самани пуçланчĕ. Ватăсем темиçешер уйăх пенси илеймерĕç, ĕçлекенсене ĕç укçи параймарĕç. Халăх пăлханнинчен, забастовкăсем, митингсем ирттернинчен нимĕнле çăмăллăх та пулмарĕ. Пурнăç улшăнасса 10 çул кĕтрĕмĕр. Путин самани вара пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ. Çĕр-шывра пур çĕрте те çĕнĕ çулсем тума пуçларĕç. Елчĕкрен пуçласа Каркалар таран асфальт сарчĕç. Асфальтлă çул Таяпа Энтри ялĕ урлă та иртрĕ. Пысăк çуртсене вутăпа, кăмрăкпа хутса та кирлĕ пек ăшăтса çитерме çукчĕ. Газ кĕртнĕренпе ăшă çуртсенче анчах ларатпăр. Пенси укçипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Пĕр сăмахпа, пурăнма çăмăлланчĕ. Çакăн пек пурăнсан та кăмăлсăр пулсан...Çамрăксем ĕç тупма çук, çурт-йĕр тума нумай укçа кирлĕ теççĕ. Çурт-йĕр хăпартма вара нихăçан та çăмăл пулман. Социализм тапхăрĕнче те çурт лартма шухăш тытнă çынсем темиçе çул укçа пуçтарнă. Апла, халĕ вăрах вăхăта кредит илеççĕ те хулара хваттерсем туянаççĕ, ялта пурăнакансем те çак мелпе усă курса çурт-йĕрлĕ пулаççĕ, укçине пĕчĕккĕн тỹлесе тăраççĕ. Ачисене аслă вĕренỹ заведенийĕсенче укçалла вĕрентмелле пулнăшăн та кăмăлсăр. Ун вырăнне, халĕ укçа тỹлесен пурте вĕренме кĕме пултараççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра вара институтсене экзамен тытса класран та 5-6 ача анчах кĕрейнĕ. Демократи тапхăрĕ тесе пурте ытлашши ăсланса кайрăмăр пулас. Лайăхран лайăха шыратпăр, пурте укçа нумай илесшĕн, влаçсене хирĕç калаçакансем нумайланчĕç. Çĕр-шыври ырă пулăмсене вара темшĕн курмастпăр, ялан начаррине шыратпăр. Çамрăксен çĕр-шыва тĕреклетес ĕçе хутшăнасчĕ, хирĕçле лару-тăру патне пырса тухса инкек патне çитес марччĕ. Пурнăçăн кашни тапхăрĕнче лайăххи те, начарри те пулнă. Малашлăха шанса пурăнар.
Источник: "Елчĕк Ен"