14 января 2015 г.
Грипп - сывлав органĕсен хăвăрт сарăлакан чирĕ. Вăл респираторлă вирус инфекцийĕсен ушкăнне кĕрет. 100 ытла вирус тĕсĕ шăнса пăсăлнин палли шутланать, А, В тата С ушкăнрисем кăна грипа яраççĕ. Чир тапхăрăн-тапхăрăн эпидеми тата пандеми пулса сарăлать. Хальхи вăхăтра грипăн 2000 ытла вариантне тупса палăртнă, вĕсем пĕр-пĕринчен шалти белоксен антигенлă пахалăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çакă вара вирус грипăн А, В е С ушкăнне кĕнине уçăмлатать.
Хăрушлăх пысăк
Асăннă амакпа пирĕнтен кашниех чирлеме пултарать, ку енĕпе унăн вирусĕ никама та уяса тăмасть. Эпидеми вара çулленех сарăлать: ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - вăл Çĕр çинчи халăхăн 1 процентне нушалантарать.
А грипп эпидемийĕ - 2-3 çулта /туяннă иммунитет шăпах çак тапхăрччен сыхланма пултарать/, В ушкăнри вара 4-6 çулта пĕрре çаврăнса çитет. С вирус тăтăшах пулать. Ăна чирлесе ирттернĕ хыççăн çын ĕмĕрлĕхех иммунитетлă пулса юлать, урăхла каласан вăл пĕр хут кăна ерет.
Çапла вара А вирус - чи каварли. Унăн уйрăмлăхĕ - улшăнса тăма пултарасси. Урăхла каласан вăл хăйĕн антигенлă тытăмне çĕнетсех тăрать. Çавна май чылай çыннăн унăн çĕнĕ те паллă мар вариантĕнчен хÿтĕленмелли иммунитет пачах çук.
Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх - тăтăшах сарăлакан грипп тата ОРВИ пĕтĕмĕшле илсен пирĕн пурнăçăн пĕр çулталăкне "вăрлаççĕ": шăм-шак сурнипе, шăнтса пăрахнипе, пуç ыратнипе, организм вирусăн сиенлĕ белокĕпе наркăмăшланнипе çын вăхăтлăх ĕçлейми пулать. Теветкеллĕх ушкăнне шкула тата садике çÿрекен ачасем, аслă ăру çыннисем, чĕрен, ÿпкен, пÿрен вăраха кайнă чирĕсемлĕ граждансем лекеççĕ.
Амак палăрăмĕ вирус лекнĕ хыççăн 1-4 кунран сисĕнме тытăнать: кĕске хушăрах вĕрилентерсе пăрахать, температура 39-40 градус таран хăпарса 2-3 куна тăсăлма пултарать. Çÿçентерет, тарлаттарать, пуç çамкапа тăнлав тĕлĕнчен хытă сурать, куçа вылятсан унăн шăрçи ыратать, куçа çутă çиет, пуç çаврăнать, ÿт тĕртĕмĕпе сыпăсем канăçсăрлантараççĕ. Грипп ерсен сайра-хутра кăна сунаслаттарать, мĕншĕн тесен çакă, пыр ыратни тата хĕрелни пекех - ОРВИ палли. Гриппа нушаланаканăн пырĕн хыçал енĕ тата çăвар маччи ыратма тытăнаççĕ, каярахпа ÿслĕк пуçланать.
Вăраха ямасăр сипленмелле
Асăннă амакран сипленмеллех, унсăрăн сывлав тытăмĕ, чĕре, пÿре, вар-хырăм органĕсем сиенленме пултараççĕ.
Пирĕнтен чылайăшĕ харпăр хăй сывлăхĕ çине çăмăлттайла пăхать. Чир пуçламăшне ĕç кунĕ хыççăн ĕшенни вырăнне кăна хурать. Асра тытмалла: сасартăк вăй пĕтсе килни, пуç ыратма тытăнни, шăнтса пăрахни - сывмарланăвăн малтанхи палăрăмĕ. Çак вирус çакланнин хăрушлăхĕ çитĕннисемшĕн ачасемпе танлаштарсан пысăкрах та, вăл пире кашни кĕтесрех сыхласа тăрать тейĕн - транспортра, ĕç вырăнĕнче, кафере... Çапах та чире асăрхаманçи пулатпăр, ураран ÿкмесĕр те сипленме шухăшламастпăр, тухтăр патне çитсе килмешкĕн вăхăт тупаймастпăр. Чылайăшĕ грипа хăрушă чир вырăнне хумасть, вĕрилентерсе пăрахнипе, интоксикацие ура çинчех чăтса ирттернипе ун хыççăнхи амаксем вăй илеççĕ - чĕрепе юн тымарĕн, сывлав органĕсен тытăмĕсем, организмăн ытти функцийĕ хавшаççĕ. Тĕрĕссипе, ерекен чирсене пула пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕ пневмококк инфекцийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта шутланать.
Малтанхи пулăшу
Чире пуçламăш тапхăртах тупса палăртсан тата çийĕнчех сиплеме тытăнсан усса каять. Чирлĕ çынна чи малтанах çемье членĕсенчен уйăрмалла /хăйне ятăн пÿлĕм çук тăк ăна сарса панă вырăна ширмăпа е карăпа картламалла/, уйрăм савăт-сапа, харпăр хăй гигиенин хатĕрĕпе тивĕçтермелле. Грипп ернипе уйрăмах канăçсăрлансан - сывлăш пÿлĕнсен, чĕре таппи улшăнсан - васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнсе илмелле.
Врач килсе çитиччен ăна ăшă утиялпа витмелле, сиплĕ курăкран е улма-çырларан хатĕрленĕ вĕри чей ĕçтермелле. Аллерги аптратмасть тăк шĕвеке пыл хушма юрать. Ÿт температури ÿссе кайнă пулсан /38,0 - 38,5 градус С таран/ ăна чакармалла мар: çапла майпа организм чир-чĕрпе кĕрешет, инфекцие пуçарнă микробсене хăваласа кăларать. Шăнтса пăрахни организм функцийĕсене япăх витĕм кÿнĕ чухне çеç температурăна чакармалли препаратсемпе усă кураççĕ.
Тухтăр сывату мелне палăртать, сиплев схемине вируспа кĕрешекен препаратсене кĕртет. Хальхи вăхăтра вĕсен переченĕ пуян.
Килти меслетсемпе тата аптекăра сĕнекен хатĕр препаратсемпе медицина ĕçченĕсем сăнаса тăнипе кăна усă курма юрать. Гриппа аптăраса ÿксен антибиотиксене чир шала каяссине сирес тĕллевпе çырса параççĕ. Вĕсем кирлипе кирлĕ маррине тухтăр чирлĕ çынна тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн кăна сĕнет.
Тухтăр стационара выртма кирли пирки асăрхаттарсан ăна хирĕçлемелле мар.
Унсăр пуçне ĕçме-çиме тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла: апат-çимĕçе витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуянлатмалла, бифидо тата лактобактериллĕ йÿçĕтнĕ сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç тата улма-çырла усăллă. Сĕткен, минерал тата сиплĕ курăк шывĕ /уйрăмах шăлан çырлинчен вĕретни/ тăтăшах ĕçмелле.
Сыввисен те асăрханмалла
Грипп хăрушă мар текен шухăш халăхра анлă сарăлнă паллах. Унăн вирусĕсем амăшĕн варĕнче тĕвĕленнĕ ачана тата тин çуралнă пепкене мĕнле витĕм кÿнине ăсчахсем хальлĕхе тишкерсе çитереймен пулин те çире пур хĕрарăмсен малтанхи 14 кунра уйрăмах сисчĕвлĕ пулмалла.
65 çулран иртнĕ ватăсем вара гриппа, ОРВИпе чирлес хăрушлăх пысăк ушкăнрисен йышне кĕреççĕ - асăннă амаксене пула пурнăçран уйрăлнисен тата чир вăраха кайнисен 80 проценчĕ шăпах вĕсене пырса тивет.
Чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансен те асăрханмалла: вируспа кĕрешекен препаратсемпе усă курма тытăнмалла, сăмса шăтăкне лăймака сие хÿтĕлекен кирек мĕнле хатĕр - оксолин маçĕ, чей йывăççин çăвĕ, тип çу тата ытти - сĕрмелле. Çемье членĕсен сăмса-çăвара пĕр хут усă курмалли маскăпа хÿтĕлемелле, çав хатĕре кашни икĕ сехетре улăштармалла.
Харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла, алăсене дезинфекцилекен им-çамлă супăньпе çумалла. Пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла тата микробсене пĕтерекен япала хушнă шывпа тасатса тăмалла.
Паллах, чире сирме унран сыватассинчен чылай ансатрах. Çакна пурнăçламашкăн йывăрах та мар: сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла, спортпа туслашмалла, уçă сывлăшра ытларах пулмалла, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, рациона витаминлă тата паха апатпа пуянлатмалла. Эпидеми тапхăрĕнче организм чире сирме пултартăр тесе вакцинаци тутармалла.
Людмила КУЗНЕЦОВА,
Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин çемье врачĕн офисĕн терапевчĕ
Источник: "Хыпар"