Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти чи ватă хĕрарăм

08 марта 2008 г.

 

 

ХĂЙĔНЧЕН кĕçĕнреххисем ăна Марина аппа тесе чĕнеççĕ. Ялти чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри вăл _ кĕçех тăхăр вун тăваттă тултарать. Сăмах кунта Палтиел ялĕнче пурăнакан Марина Ивановна Яковлева çинчен пырать. Унăн ачалăхĕ çинчен калама кирлех-ши? Ку ахаль те паллă: терт-нуша, пĕчĕкрен _ хура та йывăр ĕç, выçлăх çулĕсем... Çавах та çын яланах лайăххине, ыррине шанать, хăйĕн телейне шырать, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Хĕр шутне кĕрсен, Марина та Мускава çитиех тухса кайнă, пĕр завода ĕçе вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсене вăл тĕп хуламăрта пурăнса ĕçлесе ирттернĕ. Чипер хĕр çине мĕнле каччă ăшă куçпа пăхмĕ? Юрату тени Маринăран та пăрăнса иртмен: Мускаврах ăна хăйсен ял каччиех _ Çемен Яковлев _ мăшăр пулма ыйтнă. Сăпайлă каччăна хирĕçлейĕн-и вара? Тепĕр енчен, ĕмĕре пĕччен ĕмĕрлеймĕн вĕт... Шел, çемье телейĕ вăраха пыман: Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнă. Çемен кĕçех фронта тухса кайнă, Марина вара Мускав çывăхĕнче окопсем чавнă. 1941 çулхи декабрьте Марина Палтиеле таврăннă. Вăхăчĕ çапла пулнă ун чух: пурте фронтшăн ĕçленĕ. М. Яковлева та колхозра тăрăшнă, çĕрне-кунне пĕлмен. Хастар ĕçшĕн вăл медале те тивĕçнĕ. Упăшки вăрçăран таврăнсан вĕсем Палтиелĕнчех çĕнĕ çурт лартнă. Вăрçă хыççăн та Марина Ивановна колхозрах вăй хунă, тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Каçсерен те уншăн канăç пулман _ трактор бригади валли çăкăр пĕçернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхоз ĕçĕнчен уйрăлман. Шел, мăшăрĕ 1979 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Марина Ивановнан тăватă ача, халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Асламăшĕпе кукамăшне савăнтарса куç тулли мăнуксем çитĕнеççĕ. Марина аппа халĕ Анатолий ывăлĕн çемйипе пурăнать.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика