Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проекчĕ Выльăх-чĕрлĕх, хур, кăркка...

05 марта 2008 г.

Кунта килсе курăр-ха! КИРПĔЧРЕН купаланă икĕ хутлă çурт, пысăк картиш, юнашарах _ сад пахчи... Картишне кĕрсенех мана ĕнесем мĕкĕрсе, сурăхсем макăрса, хурсем какаласа "саламларĕç". Хурсем çеç мар, кăрккасемпе индокăвакалсем те пур иккен. Чăннипех те пĕр ферма. _ Ĕне выльăхсен йышĕ 14 пуçа çитнĕччĕ. Халĕ 9 пуç юлчĕ, ыттисене сутрăмăр, - терĕ кил хуçи _ хĕрĕх саккăрти Наиль Зинетуллович. _ Сăвăнакан ĕнесем кăна 5 пуç! - калаçăва хутшăнчĕ унăн мăшăрĕ _ Гельзифа Гумеровна. _ Хĕлле те кунне 40 литртан кая мар сĕт сутатпăр. Укçа вĕт ку. Сĕт сутнисĕр пуçне, вăкăр та "укçа тăвать". Ял çыннисем ĕнисене ерттерме илсе килеççĕ те, 350-шар тенкĕ тỹлеççĕ. Халĕ ялта вăкăр усракан çукпа пĕрех, пирĕн вара таса ăратлăскер, паттăрскер. Вахитовсене чăн-чăн хресченсем тесен пĕрре те йăнăшмастăн. Ĕне выльăхсем çеç мар, 35 пуç сурăх та усраççĕ вĕсем. Хурсемпе кăрккасен, индокăвакалсен йышĕ çулла 100-тен те иртет. Наильпе Гельзифа иккĕшĕ те çамрăк чух Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумне пĕтернĕ. Çак пĕлỹ вĕсене килти хушма хуçалăха аталантарма нумай пулăшать. Кашни çулах Вахитовсем сĕт сутас тĕлĕшпе районти ăмăртура çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ, виçĕ Акатуйра вĕсене Хисеп грамотипе тата парнепе чысланă. Хастар çемье пĕлтĕр патшалăхран 300 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çак укçапа хуралтисене çĕнетнĕ тата çамрăк выльăхсем туяннă. Вахитовсем 6,8 гектар çĕр арендăна илнĕ. Утăлăх курăк акса çитĕнтереççĕ, кăçал çĕр улми те лартса тăвасшăн. _ Хам эпĕ Тутарстанри Теччĕ районне ĕçлеме çỹретĕп, - терĕ Наиль Зинетуллович. _ Хуçалăхри кулленхи ĕç ытларах мăшăрăм çине тиенет. Маттур хĕрарăм вăл, йышлă выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакала пăхма пĕрре те ỹркенмест. Тыррине вара хам ĕçлесе илетĕп. Мĕн тăвăн, пурнăçа малалла ярас тесен, чупа-чупа ĕçлемелле. Килте ахаль выртнипе ырлăх-пурлăх тăваймăн. Н.Вахитов таса ăратлă рысак туянни çинчен те савăнсах пĕлтерчĕ. Вĕлле хурчĕсем усрама та ĕмĕтленет иккен вăл. Сад пахчи йĕри-тавра тытма тимĕр сетка та хатĕрленĕ. Çуркунне çамрăк улмуççисемпе çырла йывăççисем лартса хăварасшăн. Вахитовсем пек ĕçчен çынсем илем кỹреççĕ те яла. Кермен пек çурт-йĕрпе, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхпе, улма-çырлаллă сад пахчипе, ĕçчен аллисемпе...

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика