09 февраля 2008 г.
Ялăм-ялăм, тăван ял, Санра мĕн чул çĕн вăй-хал, - Чун-чĕререн савнăран Эс каймастăн асăмран. (В.Давыдов-Анатри). ТĂВАН ÇĔРШЫВ, тăван ял, тăван кил... Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял, атте килĕ тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кунта çын çут тĕнчене килет, утма вĕренет, калаçма пуçлать, çут çанталăкпа паллашать, ĕçе явăçать, шкулта вĕренет, ăс-тăнне çивĕчлетет, пурнăç çулĕ çине тухать. Çавăнпа та хăй çуралса ỹснĕ кĕтесе никам та, нихçан та асран кăлармасть. Тăван çĕр-шывăм, сывă пул, Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунĕ. Таçти юта кайсан та, чун Сире савса пĕр вĕçсĕр çунĕ. (Савватий Михайлов). Тăван ялтан аякка тухса каякан кашни çынах калать пулĕ çак сăмахсене. Кашниех тăван ялне часрах çитсе курма ĕмĕтленсе пурăнать. Çуралнă ял... Кунта сана веçех тăван: пĕр эсĕ çеç ăнланатăн йывăçсем мĕншĕн салхуллăн сулланнине, мĕн çинчен çырма шăнкăртатса калаçнине, кайăксем мĕн пирки чĕвĕлтетнине... Кунта сана электричество юпи çинчи кашни пралук, кашни тăкăрлăк çывăх. Куçсене хупсан та çухалса каймастăн. Тăван ялта нумай вăхăт пулмасан мĕн тери чун каялла _ килелле туртăнать. Киле таврăнсан вара çилпе чăштăртатакан çулçăсем те чуна хускатаççĕ. Вĕсем эсĕ тăван яла таврăннăшăн савăнаççĕ, илемлĕн шепĕлтетсе алă çупнăн туйăнаççĕ. Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл _ тăванлăх туйăмĕ. Çак туйăм этеме хăй çĕр-шывне, савнă тăван тавралăхне, тăван халăхне юратма, хисеплесе пурăнма хавхалантарса тăрать. Çак хăватлă туйăм пулмасан, çынсем хăйсен вырăнне тупаймасăр унта-кунта çапкаланса çỹрĕччĕç. Халăх ытларах хăй çуралса ỹснĕ вырăнтах тĕпленсе пурăнать. Пирĕн халăх хăй çĕршывне юратса, ун çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланса, маттур ывăлĕ-хĕрĕсемпе мухтанса, çĕнелсе чечекленекен ял-хуласемпе савăнса, кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлесе, ытти халăхсемпе туслашса тăнăç пурнăçпа ĕмĕрне ирттерет. Ĕçленĕ чух ĕçлет, уявра савăнать, аякра пурăнсан тăван ялне килсех çỹрет, ачаран килĕштернĕ вырăнсенче пулса чунне уçать, çĕнĕ ĕмĕтсемпе хавхаланать. Кирек ăçта пурăнсан та _ çуралнă ялне манмасть. Эх, хитре тăван ял сăн-сăпачĕ Эпир уншăн çунса тăнăран. Юрăра янăрать ырă ячĕ Тăван халăх çĕрпе туслăран. (Ваçлей Давыдов-Анатри). Çĕр çинчи кашни çыннăн çуралнă çĕрĕ-шывĕ, тăван савнă ялĕ, ашшĕ-амăш килĕ пур. Çавсем пуррипе çын телейлĕ те. Эпир хамăр çĕр-шыва анне тетпĕр. Вăл пире хăйĕн çăкăрĕпе тăрантарса ỹстерет, хăйĕн шывне ĕçтерет. Кирек ăçта пулсан та, хамăра сĕткен парса ỹстернĕ, çирĕп вăй-халлă тунă тараватлă çĕре манар мар. Тăван ял, тăван кил умĕнчи парăма яланах ырă ĕçпе, тулли кăмăлпа, чыспа-хисеппе саплаштарса пырар. Тĕнчере пирĕн çĕр-шывсăр пуçне урăх çĕр-шывсем те пур. Анчах этемĕн амăшĕ пĕрре кăна, Тăван çĕр-шывĕ те унăн пĕрре çеç. Салам сире, тăван хирсем! Юратнă ял, салам сана та! Эсир савса кĕтсе илсен Эп ача евĕр савăнатăп. (Валентина Тарават).
.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"