13 февраля 2008 г.
ПАЛЛАМАЛЛА мар çĕнелсе улшăнчĕç, илемленчĕç юлашки çулсенче пирĕн районти ялсем. Кермен пек илемлĕ çуртсем, çатма пек такăр çулсем, уяври пек чипер тумланнă çынсем кăмăла çĕклеççĕ. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать, нумайăшĕ кухньăна шыв та кĕртнĕ. "Ĕçмелли таса шыв" программа пурнăçа кĕрсе пынă май, малашне районта шыв ыйтăвĕ çивĕч тăмĕ. Çапла вара, халăх сывлăхĕ те лайăхлансах пырĕ тесе калас килет. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Д.А.Медведев: "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталанма лайăх май туса пачĕ", - тесе питех те тĕрĕс калать. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, ял çыннисем хуралтисене çĕнетеççĕ, ял хуçалăх техники туянаççĕ. Ялта выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹссех пырать. Сĕт тата аш-какай сутса, ял çынни укçа-тенкĕ ĕçлесе тăвать.Çапах та хальлĕхе татса паман ыйтусем те пур-ха. Чи малтан, çамрăксене ялта хăварассишĕн тăрăшмалла, вĕсене ĕçпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Çамрăк специалистсене ял хуçалăхĕнче ĕçлеме майсем туса памала, вĕсене пулăшмалла, хавхалантармалла. Ман шутпа, пирĕн ертỹçĕсем пуласлăх çамрăксенче пулнине тĕрĕс ăнланаççĕ, районта çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма пулăшни те çакнах çирĕплетет. Йĕри-тавра ырă улшăнусем нумай чухне пурăнас та пурăнас килет, пĕрре те ватлăх çинчен шутлас килмест.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"