02 февраля 2008 г.
Республикăри ача-пăча библиотекипе "Чăваш ен" Фонд пуçарнипе 2000 çултанпа çамрăк литераторсен конкурсĕ иртет. "Проза", "Поэзии", "Драматурги" номинацисенче çĕнтернĕ авторсен хавлавĕсене уйрăм кĕнекен кăларасси те йăлана кĕчĕ. 2006 çулта литераторсен тупăшăвĕ виççĕмĕш хут иртнĕ. Шкул ачисемпе студентсен, çамрăк специалистсен литературăри ăсталăхне паллă çыравçăсем, "Тантăш", "Çамрăксен хаçачĕ", "Молодежный курьер" хаçатсен ĕçченĕсем хакланă. "Чăваш сăвви" номинацире пирĕн ентеш, Палтиел хĕрĕ Галина Юманова, "Ĕмĕт" сборникпа номинант ятне çĕнсе илнĕ. Галина Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи факультетĕнче ăс пухать. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвви-калавĕсем, заметкисем район хаçатĕнче, республикăри "Тантăш" хаçатра пичетленетчĕç. Иртнĕ çул вĕçĕнче, çỹлерех асăннă конкурс çĕнтерỹçисен хайлавĕсем "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" кĕнекере (виççĕмĕш кăларăм) кун çути курчĕç. Хулăн кĕнекене Г.Юмановăн тăватă сăввине кĕртнĕ. Сăмах май, Кивĕ Чукал хĕрĕн Олеся Кувайская пĕчĕк тĕрленчĕксем те кунта вырăн тупнă. Пултаруллă хĕрсене литература ани çинче малашне те тухăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх, пысăк ăнтăлу сунас килет.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"