04 октября 2006 г.
Палтиел ялĕнче темиçе наци çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, пĕр-пĕрин культурине хисеплеççĕ. Ясли-садикре, кайран шкулта ачасем аслисенчен туслăх, килĕшỹ, пĕрлĕхлĕх çинчен тăтăшах илтеççĕ, çав сăмахсене ăша хывса çитĕнеççĕ. Чăвашлăха чĕртсе, аталантарса пыраканни _ Палтиел шкулĕнче ĕçлекен Зинаида Ивановна Свеклова. Вăл çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланăранпа кăçал шăпах 20 çул çитрĕ. ...Астăватăп-ха, пуçласа унăн уçă урокĕсене итлеме кайсан (харăсах 2 урок кăтартнăччĕ ун чухне) учительсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатрĕç: _ Чăн-чăн Нарспиех çав пирĕн Зинаида Ивановна: сăнĕпе те, пĕвĕ-сийĕпе те, хусканăвĕсемпе те. Пĕр çынра мĕн чухлĕ талант: ăсĕ те çивĕч, чĕлхи тата епле яка та илемлĕ. Пурте вырăнлă... Эпĕ те тимлесех пăхса ларатăп чăваш тумĕпе хушпу тăхăннă учительница çине, учительсен танлаштарăвĕ ман кăмăла та кайрĕ. Ун чухне вăл çамрăк специалист çеçчĕ-ха. Унтанпа вăхăт пайтах иртрĕ. Паян Зинаида Ивановна аслă квалификациллĕ, пуян опытлă педагог. Унăн урокĕсем яланах хăйне евĕрлĕ: час-часах традициллĕ мар формăсемпе иртеççĕ, ачасем хăйсене тĕпчевçĕсен, критиксен, эксперт ролĕсенче кураççĕ. Учитель те хăйне вĕсемпе пĕр шайрах тыткалать, урока хушса калакан сасăпа мар, кашни вĕренекенĕн шухăшне йышăнса, хавхалантарса ирттерет. Ачасем тишкерỹсем тăваççĕ, сăвă-калав хайлаççĕ, чĕлхене пуянлатаççĕ. "Уроксенче сăмахпа кирлĕ пек усă курасси тата калаçăва пуянлатасси" темăпа З.И.Свеклова республикăра тухса тăракан "Халăх шкулĕ" журналта та статья пичетленĕччĕ. 7 "а" руководителĕ пулнă май, ачасемпе уроксем хыççăн та нумай ĕçлет Зинаида Ивановна, тĕрлĕ конкурссем, йĕрке-тирпей çинчен калаçусем, дискуссисем ирттерет. Пурнăçри тĕрлĕ киревсĕр йăласем, япăх хăнăхусем ача шăпине ан пăсчăр тесе ашшĕ-амăшĕсен умĕнче тăтăшах тухса калаçать вăл. Хăйне шанса панă класри ачасен кăмăл- сипетне, характерне лайăх пĕлнипе тата ăнланнипе, вĕсенче чăн малтан лайăх енĕсене курма тăрăшнипе, вĕсен пуласлăхĕшĕн чун-чĕрипе тăрăшнипе палăрса тăрать шкулта 7 "а" класс руководителĕ. Çавăнпах пуль вăл ирттерекен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем яланах ĕçлĕ пулаççĕ. Зинаида Ивановна педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене алла илессипе те _ районта малтисенчен пĕри. Ачасемпе проектсем хатĕрлессине те шкулта вăлах пуçарса ячĕ. Учитель ертсе пынипе шкул ачисем ял территорийĕнчи урам, çырма-çатра, уй-хир, вăрман таврашсен ячĕ- сем ăçтан тухнине, вĕсен пирвайхи пĕлтерĕшне тĕпчеççĕ: ватă çынсемпе тĕл пулса ыйтса пĕлеççĕ, архив материалĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ. "Палтиел ялĕн топонимики" темăпа районти наукăпа практика конференцийĕнче Анна Микасевапа Алена Кузьмина малти вырăнсене йышăнчĕç, республикăра та "Тăван Ен культури" секцие хутшăнма пултарчĕç. Унăн "Çивĕч перо" кружокĕ тата мĕн чухлĕ ачана чĕлхене якатма пулăшман-ши? Унтах сăвăлла тектсен уйрăмлăхĕсене тупса палăртма, сăвă ритмне туйма вĕренеççĕ. Хăв калăпланă çырав ĕçĕпе киленни мĕне тăрать тата? Район хаçачĕн редакцине те çак кружока çỹрекен çамрăк авторсенчен çулсеренех калавсемпе сăвăсем пайтах килсе тăраççĕ. Ан тив, кашниех поэт е писатель пулаймĕ, çапах та тăван чĕлхе пуянлăхĕпе усă курса хăйсен шухăш-туйăмне уçса пама вĕренни питех те кирлĕ. Ман умра Зинаида Ивановнăн Шăмăршă типографийĕнче пичетлесе кăларнă пĕрремĕш кĕнеки. "Чĕре сасси" ятлă вăл. Авторăн умсăмахĕнче çакăн пек йĕркесем пур: "Пурнăçра чăвашлăхпа çыхăннă мĕнпур япалана юрататăп: чăваш халăхне ĕçченлĕхшĕн, чăтăмлăхшăн, чăваш йăли-йĕркинче _ илемĕшĕн, чăваш тумтирне, тĕрри-эрешне _ хăй евĕрлĕхшĕн, чăваш чĕлхине _ янравлăхĕшĕн, Чăваш çĕршывне _ çуралнă кĕтес пулнишĕн". Çак чăвашлăха ачасем патне илсе çитерес тесе вăй хурать те З.И.Свеклова. Чăваш чĕлхипе литературин эрни вăхăтĕнче _ шкул чăн-чăн уяври пек. Ачасем сăвă-юрăсем шăрантараççĕ, инсценировкăсем лартаççĕ, тĕрлĕрен вăйăсене, конкурссене, викторинăсене хутшăнаççĕ. З.И. Свеклова ертсе пыракан фольклор кружокĕ вара чăваш халăхĕн аваллăхне пирĕн пата илсе çитерет, чун-чĕрене савăнтарать, мăнаçлантарать. Чăвашлăх яланах çапла аталанса пытăрччĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"