13 декабря 2006 г.
НУМАЯХ пулмасть Палтиелĕнчи "Туслăх" ача садĕнчи воспитательсем, унта çỹрекен ачасем, вĕсен амăшĕсем улах ларчĕç. Улах "çуртне" чи малтан чăваш тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе вĕсен амăшĕсем çитрĕç. Вĕсене "кил хуçисем" (вĕсен рольне Г.Н.Хамдеева, З.Р.Куропаткина воспитательсем вылярĕç) чăвашла сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Палтиел ялĕнче тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăннă май, улаха чăвашсем хыççăн тутарсем тата вырăссем çитрĕç, хăнасем кил хуçисене хăйсен чĕлхипе сывлăх сунчĕç. Пуçланчĕ вара уяв! Чи малтанах хăнасем ачасен чăваш ташши-такмакне курса киленчĕç. Урай варне тухар-и? Такмакласа юрлар-и? Кунта килнĕ хăнасене Тĕлĕнтерсе ярар-и?- такмакларĕç пĕчĕк хĕр ачасем. Малалла вара улаха тутар юрри-ташшипе вырăс такмакĕсем илем кỹчĕç. Ачасемпе пĕрле амăшĕсем те ташларĕç, юрларĕç, вăйăсем вылярĕç. Юлашкинчен, хăнасем тутлă чейпе хăналаннă хыççăн улах "çурчĕн" "хуçисене" чаплă уявшăн тав туса, килĕсене саланчĕç. Чăваш, вырăс, тутар чĕлхисемпе калаçакан амăшĕсене пĕчĕк ачасемпе воспитательсем çакнашкал интереслĕ мероприяти кăтартни чăннипех те савăнтарать.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"