Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тавах Сире, юратнă учитель!»

30 октября 2018 г.

Петрова Римма Николаевна1212.jpg

 
ВĂЛ Пуянкассинчи 8 çул вĕрентмелли шкулта «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, ачаранпах учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ Елизавета Давыдовна Федотова пек çирĕп ăс-тăнлă та хисеплĕ çын пулас шухăшпа 1973 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çакăншăн ашшĕ Николай Архипович Захаров уйрăмах савăннă. Хăй вăл, вăрçа пула ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, çамрăкла вĕренеймен. Çемьеллĕ, икĕ ачаллă пулсан тин Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Çавăнпа та ачисене пиллĕкĕшне те шкул хыççăн ятарлă пĕлỹ парассишĕн çав тери тăрăшнă. Анчах та ĕлкĕреймен - Римма хĕрĕ (вăл çемьере иккĕмĕш ача) дипломлă пуличченех чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ...

Римма Николаевна педагогика ĕçне 1977 çулта Виçпỹрт Шăмăршăри 8 класлă шкулта пуçăннă. 
- Мана, çамрăк специалиста, ырă кăмăллă педагогсем пулăшса тăни ĕçлеме хавхалантарса тăратчĕ. В.К. Андронов шкул директорĕ, З.В.Орлова завуч, С.Н. Падиарова комсомол организацийĕн ертỹçи яланах кирлĕ сĕнỹсем паратчĕç, - аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. - Урока тĕрĕс йĕркелес енĕпе вара пуян опытлă Нина Федоровна Александровăна яланах тав тăватăп. Туслă коллективра ĕçлеме те кăмăллăччĕ. 

1979 çултанпа Р.Захарова ачасене тăван шкулта вĕрентме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах заочно майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлỹ илет. 

Римма Николаевна урокĕсем яланах çỹллĕ шайра иртетчĕç - тĕплĕн хатĕрленсе, кашни минутпа усă курса йĕркелетчĕ вăл хăйĕн ĕçне. Тĕрлĕрен заданисем пĕр-пĕрне килĕшỹллĕн улăштарса тăнăран, урокĕсем интереслĕ те пысăк пахалăхлă пулса тухатчĕç. Чăн-чăн пĕлỹ урокĕсем йĕркелеме пĕлнипе палăрса тăратчĕ районта Римма Николаевна. Учитель ачасене юратса ĕçлесен, вĕренекенĕсем те хавхаланса пĕлỹ пухаççĕ. Шкул ачишĕн пуçламăш классен учителĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе, Римма Николаевна вĕсене 1-мĕш класранах çирĕп йĕркене хăнăхтарнă, вĕренỹпе интереслентермелли майсем шыранă, хăйсем тĕллĕн аталанма та вĕрентнĕ. Çавăнпах пуль вăтам классенче ĕçлекенсем пурте ун класĕпе ĕçлеме çăмăл пулнине калатчĕç. 

Урока вăйă элеменчĕсем кĕртни ачасене ывăнмасăр вĕренме май парать. Римма Николаевнăн «пулăшаканĕ» Гоша-моряк ачасене тарăн пĕлỹ илме «хистетчĕ», доска çумĕнче пурне те «курса, сăнаса» тăратчĕ. 

Чăн-чăн педагог, нумай çул ĕçлесен те, нихăçан та веçех пĕлетĕп тесе шутламасть. Р.Петрова та яланах çĕннине пĕлессишĕн, методика ăсталăхне ỹстерессишĕн пĕрмаях тăрăшатчĕ. Хăй каланă тăрăх, учителĕн чи паха енĕ - ачана юратни, ăна ăнланни, унра лайăх енсем курма пĕлни. Çаксем вара Римма Николаевнăра яр-уççăн палăрса тăраççĕ. Çавăнпа килĕштеретчĕç те ăна шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ хисеплесе тăнă. Халĕ те ял-йыш сума сăвать халăх çут ĕçĕн отличникне. Вăл вĕрентнĕ шкул ачисем юратнă учительне çирĕп пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани панăшăн чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. 

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Р.Петрова 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. В.Петровпа çемье çавăрса икĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем, иккĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Федор Шăмăршăри тĕп больницăра инженер-программист пулса ĕçлет, экономист специальноçĕ илнĕ Ольга - район администрацийĕнче тăрăшать. Унсăр пуçне Петровсене 2 мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. 

Яланхи пекех кил-хуçалăхĕнче те питĕ тăрăшуллă вăл. Пур ĕçе те тĕплĕ шутласа пурнăçлать. Калаçнă чухне пĕр ытлашши сăмах та илтейместĕн унран. Вĕçертнĕ шухăшне вара пурнăçа кĕртетех - унăн сăмахĕ яланах çирĕп. Яваплă, тирпейлĕ, ырă кăмăллă. Малашне те чăн-чăн учитель сăнарне упраса пурăнма çирĕп сывлăх пултăр Сире, хисеплĕ ĕçтешĕмĕр! 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика