16 октября 2018 г.
ÇАК кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ĕçлĕ çул çỹревпе Палтиел ял тăрăхне çитсе килчĕ. Унпа пĕрле ĕçлĕ ушкăнра район администрацийĕн строительство тата ЖКХ пайĕн ертỹçи В.Вашуркин, район пуçлăхĕ М.Хамдеев, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ф.Рахматуллов пулчĕç.
Палтиелĕнчи Тукай, Шкул, Çамрăксен урамĕсенчи çула юсанă май, делегаци автомобиль çулĕсен пахалăхĕпе интересленчĕ. Çак çулсене юсаса çĕнетесси республикăн строительство тата реконструкци планĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать, ăна ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Çавăн пекех Владимир Васильевич И.А.Алиуллов хресчен(фермер) хуçалăхне те çитсе курчĕ. Çак хуçалăх 401 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать, унта кăçал 201 гектар хĕвел çаврăнăшĕ, 120 гектар урпа тата 80 гектартулă çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене пурне те хиртен пуçтарса кĕртнĕ, хĕвел çаврăнăшне пухса илесси кăна юлнă.
Делегаци Палтиелĕнчи Культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ. Кăçал кунта пысăк ĕçсем пулса иртнĕ. Ял тăрăхĕнчи тирпей-илем те тимлĕхре пулнă.
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, Палтиел ял тăрăхĕнчи ĕçсемпе паллашнă хыççăн, Ф.Рахматуллова кирлĕ сĕнỹсем парса хăварчĕ.
А.ПАДИАРОВА.