Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçарасси çырассинчен те йывăр

09 февраля 2013 г.

ЧĂВАШ литературин ылтăн çÿпçине кĕрсе юлнă, пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Илпек Микулайĕ çырнă "Хура çăкăр" романа халĕ вырăсла та вулама май пур. Кам çитернĕ-ха ăна вырăс вулаканĕсем патне; Вăл – пирĕн ентешех, Патирекре çуралса ÿснĕ З.Романова.

1943 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Зоя Васильевна. 1957 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, кайран Палтиелĕнчи вăтам шкулта аттестат илнĕ.

Литературăпа кăсăкланасси унра, ахăртнех, шкул çулĕсенчех палăрнă пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хĕр 1960 çулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн алăкне уçнă. 1964 çулта, ăна ăнăçлă пĕтерсен, çамрăк учитель Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Çав çулах ăна хăй вĕреннĕ аслă шкулах вырăс чĕлхи кафедрин ассистенчĕ пулма чĕнсе илнĕ.

1965-1968 çулсенче З.Романова Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса ĕçленĕ, 1968-1970 çулсенче – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхи кафедрин ассистенчĕ. 1970-1982 çулсенче пирĕн ентешĕмĕр каллех Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. 1982 çулта ăна Чăваш АССР Писательсен союзĕн яваплă секретарĕ пулма суйланă. Ку ĕçре вăл 1987 çулчченех пулнă. Каярахпа ăна Писательсен союзĕн правлени членĕ пулма та шаннă.

З.Романован литература ĕçĕ-хĕлĕн пуçламăшне 1965 çул тесе шутламалла пулĕ. Вăл Юхма Мишшин, А.Емельяновăн, С.Абашăн калавĕсене вырăсла куçарса хаçат-журналсенче, "Чăваш калавĕсем" анталогире пичетленĕ. Унтанпа ентешĕмĕр В.Ухлин, Хв. Уярăн, М.Трубинан, В.Алентейĕн, Л.Таллеровăн, Н.Терентьевăн, М.Сениэлĕн, Г.Харлампьевăн тата ытти чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла куçарса кăларнă. Зоя Васильевнана СССР Писательсен союзне кĕме рекомендаци панă май паллă совет куçаруçи, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Н.Любимов уйрăмах пысăк хак панă. "Унăн чĕлхи пуян та сĕтеклĕ, – палăртнă вăл. – Куçарусем оригиналсене çывăх".

Зоя Романова нумай çул РСФСР Писательсен союзĕ çумĕнчи куçару канашĕн членĕ пулнă. Çав хушăрах вăл общество пурнăçне хутшăнма та вăхăт тупнă. 1980-1982 çулсенче, сăмахран, куçаруçă Шупашкар хула Канашĕн халăх депутачĕн тивĕçне пурнăçланă. Вăл вунă çул "Дружба" илемлĕ литературăпа художество альманахĕн редколлеги членĕ, каярахпа редакторĕ-пухса хатĕрлекенĕ пулнă.

"Лик" журналта та ĕçленĕ ентешĕмĕр. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, литератор-профессионал. Куçару ĕçĕнчи ăсталăхпа ÿсĕмсемшĕн Зоя Романована А.Талвир ячĕллĕ республикăри литература премине панă, Чăваш АССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

З.Романова "Писатели Советской Чувашии" библиографи справочникĕн авторĕсенчен пĕри, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Çитмĕл çул тултарчĕ ентешĕмĕр. Анчах та вăл литературăран уйрăласшăн мар-ха. Унăн ĕç сĕтелĕ çинче – пуçланă çĕнĕ куçарусем. Ун шучĕпе, куçарасси çырассинчен темиçе хут йывăртарах.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика