Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун хавалĕпе çирĕп пулсан…

13 сентября 2014 г.

"Кам пуласшăн?" тесе ыйтсан, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Надя Петрова пĕр сăмахпа "вĕрентекен" тесе хуравланă. Ку ахальтен мар. Ашшĕ - Федор Петрович пуçламăш классене пĕлỹ панă. Кил хуçин аппăшĕсемпе шăллĕ те таврари паллă учительсем пулнă. Надьăн мăн аккăшсенчен пĕри акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ. Хăйне ют чĕлхе вăрттăнлăхĕпе паллаштаракан Любовь Николаевна Гусева та хĕрачашăн ĕмĕтри сăнар вырăнĕнче пулнă. Аслăрах классенче чухне ют чĕлхе вĕрентекенĕ пулма тĕллев лартнă Н.Петрова. Учителĕн нумай пĕлмелле-çке-ха -  тантăшĕсемпе ăмăртса вĕреннĕ, пур предметпа та "4" тата "5"паллăсем илнĕ. Çирĕп сывлăх - ăнăçу никĕсĕ. Çакна ăша хывса спортпа туслашнă хĕр. Районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухма та хăват çитернĕ. Анчах... Хĕрĕн çутă ĕмĕтне ашшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни тĕксĕмлетнĕ. Амăшĕ - Валентина Николаевна виçĕ ачипе тăлăха юлнă. Малтан товароведра ĕçленĕскер, юратнă мăшăрĕ вилнĕ хыççăн, ăна асра тытмалăх, шкулта нумай çул хушши лаборант тивĕçĕсене пурнăçланă. Çемçе кăмăллă хĕрарăмăн, чунне хытарса, ывăлĕсемпе хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн сахал мар вăй-хал тăкма тивнĕ. Валерипе Гена (шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ) та, Надя хĕрĕ те пурнăç тĕллевне тупнă. Йывăр ачалăхра амăшĕн çепĕçлĕхĕ, тетĕшсен çирĕплĕхĕ Надьăшăн сывлăш пекех кирлĕ пулнă. Амăшне çăмăлрах пултăр тесе, Надежда Шупашкарти шкул- интерната вырнаçнă: каçхи няньăра ĕçленĕ. Çав хушăрах кăнтăрла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче пĕлĕвне туптанă. 1987 çултанпа Н.Ф.Чиндарева Палтиел вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхине алла илме хăнăхтарать. I категориллĕ вĕрентекен урокĕсем методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра иртеççĕ. Районти чĕлхеçĕ вĕрентекенсен семинарĕсенче, фестивалĕсенче вăл хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать, уçă урок е мероприяти кăтартать. 2010 çулта районти "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурса хастар хутшăнчĕ тата "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра çĕнтерчĕ. Унран вĕренмелли, чăн та, нумай. Хăй вăхăтĕнче кадетсен юхăмĕ шкулта анлă сарăлнăччĕ. Шăпах Надежда Федоровнăн вĕренỹре вăтам ĕлкĕрсе пыракан класĕ ăна пуçарса ячĕ. Унччен нимпех те палăрман каччăсемпе хĕрсем районти тата республика шайĕнчи конкурс-фестивальсенче малти вырăнсене тухрĕç. Вĕренỹре те туртăнчĕç. Хальхи вăхăтра Н.Ф.Чиндарева 11 класпа ĕçлет. Пулас выпускниксене профессие тĕрĕс суйласа илме вĕрентет, çавна май тĕрлĕ мероприяти хатĕрлет. "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет", - теççĕ. Надежда Федоровнăн вĕренекенĕсем те хăй пекех пултаруллă. Вĕсем районти, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче лайăх кăтартусемпе савăнтарма пултарчĕç. Унсăр пуçне районти наукăпа практика конференцийĕсенче малтисен йышне лекрĕç. Ĕçне кура - чысĕ. Надежда Федоровна Чиндаревана Палтиел ял тăрăхĕн, район администрацийĕн, ЧР Вĕрентỹ, наука тата аслă шкул министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. Пысăкрах хаклава та тивĕçлĕ вăл. Чи хакли вара - ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен юратăвĕ, ĕçтешсемпе ял-йыш хисепĕ. Халăх хушшинче хастар агитатор, ялти Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕн активлă членĕ (вăл хитре юрлать, ăста ташлать) пулнипе тата ăш-пиллĕхпе ыр ят çĕнсе илнĕ Чиндарева вĕрентекен. Çемье ăшшине упрама та пĕлет вăл. Надежда Федоровна мăшăрĕпе - водительте тăрăшакан Юрий Анатольевичпа икĕ ача çитĕнтерчĕ. Асли - Марина вăтам шкула - кĕмĕл медальпе, Чăваш ял хуçалăх академине тата ЧППУна хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерчĕ. Халĕ Шупашкарти пĕр организацире экономистра ĕçлет. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕр ỹстереççĕ. Ывăлĕ - Федор та пултаруллă. Вăл та шĕкĕр хулара ĕçлет, куçăмсăр майпа ял хуçалăх академийĕнче инженер-механик профессине алла илме хатĕрленет. Юратнă ĕç, çывăх çынсем, çемье ăшши, хăй çуратнă ывăл-хĕр, ылтăнран та хаклă мăнук. Çакă веçех Надежда Федоровнăн пурнăç тупсăмĕ. Çапла, чун хавалĕпе çирĕп пулсан, йывăрлăха парăнмасан, телей кайăкне тытма пулатех!

З.СВЕКЛОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика