Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пограничника асăнса - турнир

23 июля 2014 г.

Шăмат кун - июлĕн 19-мĕшĕнче - Патăрьелĕнчи стадионра вăхăтсăр вилнĕ Анатолий аттене (Анатолий Дмитриевич Сорокина) асăнса республика пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Анатолий атте çарта пограничник пулнă, çак ăмăртăва та Патăрьел районĕнче пурăнакан пограничниксен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Турнире пирĕн районти пограничниксен туслă команди те хутшăнчĕ. Пăшалтан тĕл перессипе, АК автомата питĕ хăвăрт сỹтсе пуçтарассипе Ю.Ермолаев - пĕрремĕш, кире пуканĕ йăтассипе - виççĕмĕш, кире пуканĕ йăтассипе С.Матвеев - тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕç. Шăмăршă команди çавăн пекех вĕрен туртассипе иккĕмĕш, волейболла выляссипе виççĕмĕш пулчĕ. Малти вырăнсене йышăннисене Грамотăсемпе чысларĕç.

Е.СЕТРИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика