Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ик чĕлхе пĕлни - аван, виç чĕлхе пĕлни - пуянлăх

19 июля 2014 г.

Паян тăван чĕлхене пĕлнисĕр пуçне пурте тенĕ пекех вырăсла та шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Çакна ырламалла кăна: патшалăх чĕлхине пурин те пĕлмелле, вăл пире аталанма, ăс-тăна пуянлатма пулăшать. Ман шутпа, пирĕн ытларах чĕлхе пĕлме те тăрăшмалла. Акă эпĕ тутарла, вырăсла, чăвашла калаçма пултаратăп, пирĕн ялти аслăрах çулсенчи пур тутар та виçĕ чĕлхе пĕлет. Çакă пире пурнăçра нумай пулăшать. Хамăр ачасемпе мăнуксем те тутар чĕлхисĕр пуçне чăвашла тата вырăсла калаçма вĕренччĕр тесе тăрăшатпăр. Чĕлхе - халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетмелли пысăк вăй. Чăваш халăх классикĕн К.В.Ивановăн "Нарспи" поэмине эпĕ малтан чăвашла вуласа тухрăм, унтан тутарла куçарнипе паллашрăм. Ĕлĕкрех паллă писательсемпе поэтсен произведенийĕсене тĕрлĕ чĕлхене куçарасси анлă сарăлнăччĕ. Шел те, паян ку курăнсах каймасть. Çак ĕçе Чăваш Республикипе Тутарстанăн Культура тата Информаци министерствисем çĕнĕрен йĕркелесе ярсан питех те аван пулĕччĕ. Культура çулталăкĕ пулнă май, манăн хамăр районта чăваш тата тутар поэзийĕн кунĕсене ирттерме сĕнес килет. Çак уява Шупашкарти тата Хусанти писательсемпе поэтсене, юрăçсене те чĕнесчĕ. Ку ырă ĕçе тума Шупашкар хушасса кĕтсе лармалла мар, хамăрăн пуçарулăх кăтартмалла. Чăваш тата тутар поэзийĕн уявне ирттерессине йăлана кĕртсе ярсан, район чапĕ тата та çĕкленĕччĕ. Ман шухăшпа район администрацийĕнчи культурăшăн яваплă çынсем те килĕшĕç тесе шутлатăп. Уява август уйăхĕнче ирттерсен аванрах пулĕччĕ. Сăмахăма кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнче çуралса ỹснĕ, тутарла та лайăх пĕлнĕ Геннадий Айхи поэт çырнă йĕркесемпе вĕçлес килет: 

"Эп çакна каласшăн

Ăсăм çирĕп чух:

Кашни халăх аслă,

"Пĕчĕк халăх" - çук!"

С.АЛТЫНБАЕВ, ĕç ветеранĕ. Палтиел ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика