Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа та, ĕçпе те хитре

30 июня 2014 г.

Илемлĕ çĕрте вырнаçнă Палтиел ялĕ. Юнашарах - кăмпа-çырлапа савăнтаракан вăрман, вуншар тĕрлĕ чечексемлĕ ешĕл улăхсем. Йăпăрт-япăрт пуллине ăманпа улталама пĕвесем те пур. Çакă та ытарлă: илемлĕ ялта илемлĕ чунлă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри -  А.Микасева. Антонина Михайловна Будаева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Пуянкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çичĕ хĕр пулнă вĕсен çемйинче, Антонина - иккĕмĕш. Çавăнпа пĕчĕкренех ĕçе хăнăхма тивнĕ унăн. Ялти шкула пĕтерсен малалла вĕренес ĕмĕчĕ те пулнă çамрăк хĕрĕн, анчах унăн тĕллевĕ пурнăçа кĕреймен -  вăл, амăшĕ сĕннипе, колхозра уй-хир бригадинче ĕçлеме тытăннă. 1966 çулта А.Микасеван аслă аппăшĕ - Полина -  Палтиелне качча тухнă. Шăпах унăн туйĕнче куç хывнă та ĕнтĕ Антонинăна çак ял каччи Николай Микасев. Туслăх çирĕп юратăва куçнă. Çулталăкран Палтиелĕнче каллех туй кĕрленĕ, çамрăксем пĕр çемье çавăрнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Мир" колхозри сысна ферминче вăй хунă Антонина Михайловна. Унăн ĕç стажĕ хĕрĕх çул ытла. Ĕç ветеранĕн медаль та пур, Хисеп грамотисем те чылай. Унăн сăнĕ ялан тенĕ пекех хуçалăхăн Хисеп хăми çинче пулнă. Колхозра çеç мар, районта та малтисен шутĕнче пулнă А.Микасева, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Юратнă мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлнăран Антонина Михайловна пилĕк ачине пĕчченех çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вунă мăнук, вĕсен икĕ ачи ялти хисеплĕ çыншăн чăннипех пысăк телей, савăнăç, чун киленĕçĕпе йăпатмăшĕ. Пĕчченех пурăнать халĕ А.Микасева. Анчах унăн алла усса ларма вăхăт çук: выльăх-чĕрлĕх тытать, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал усрать, пахча-çимĕçĕ те яланах ăнса пулать. Алă ăсти те Антонина Михайловна. Пỹртре те, хуçалăхра та йăлтах тирпейлĕ. Стенасем çинчи тĕрленĕ кавирсене вара пăхса ытараймăн: илеме пир çине питĕ ăста куçарма пултарать вăл. 

М.ФИЛАТОВА. Палтиел ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика