Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Теллей – килĕшÿллĕ çемьере

26 января 2013 г.

ÇĔР ÇИНЧЕ пĕччен тăрса юлни, калаçма çумра çывăх çын пулманни çав тери йывăр. Ир пуçласа каçчен кăштăртатса çÿретĕн вара. Кăнтăрла çăмăлрах пек, таврана каç хуçаланма килсен чуна хĕсĕк, ыйхă килмен каçсенче пушшех те йывăр. Ватлăх кунĕсем асаплă çав вĕсем.

Эпĕ те çамрăк пулнă-çке. Хĕрсемпе улах ларма та кайнă, алăран алă çавăтăнса урампа юрă шăрантарса утнă, усал, килĕшмен каччăсенчен тарса çÿренĕ, утă çулма, тырă вырма тухнă... Эх, аса илÿре кăна халĕ иртнĕ кунсем, çулсем.

Çемьеллĕ те пулнă. Пĕччен, качча каймасăр пурăнни пурнăç-и вара; Кайăк та мăшăрлă пурăнать те. Ача-пăча çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вара хам çумра, ватлăхра шыв пама пĕри те çук. Çулталăкне пĕр-икĕ хутран ытла килсе каймаççĕ. Ачасем инçетре пурăннăран çапла пулĕ, çул укçи хаклă, ĕçĕсене те пăрахса тухса килеймеççĕ пулĕ çав. Ку темех мар, сывлăхăм аптрамасть, пурăнкалатăп-ха.

Анчах пурнăçра çынсем усалланса пыни тарăхтарать, ватă çынсене хисеплеменни кăмăла хуçать. Мĕн каламалли, çамрăксем пире кăна мар, хăйсене хăйсем те ăнланмаççĕ. Каплах пырсан, пирĕн çулалла çывхарсан мĕнлерех пурăнĕç-ши вĕсем; Эпир кураймăпăр ĕнтĕ. Çапах та вĕсене сăпайлăрах, кăмăллăрах пулма сĕнетĕп. Çемье çавăрсан пĕр-пĕрне хисеплемелли пирки те асăрхаттарас килет, унсăрăн пурнăç тикĕссĕн шуса пымĕ. Мăшăрсем улталамасăр, хĕрринелле чупмасăр юратса пурăнсан кăна кил-çуртра телей кайăкĕ хуçаланать. Ан манăр çакна, ан ятлăр мана.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика