Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха куç хывсан…

26 апреля 2014 г.

2014 çулхи январь-март уйăхĕсенче район территорийĕнче 38 преступлени пулса иртнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 53). Преступленисен 93,3 процентне уçса панă. Пĕлтĕрхипе танлаштарса пăхсан, кăçал урамра преступлени тунă, çын çине алă çĕкленĕ, малтан судпа айăпланнисем, ỹсĕр çынсем саккуна хирĕçле çул çине тăнă фактсем ытларах пулнă. Вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал е патронсем упрасси чакнă. Йывăр преступленисенчен сыхланса, çын çине алă çĕкленĕ фактсемпе полицин участокри уполномоченнăйĕсем тимлĕ ĕçлеме, вĕсене ытларах тупса палăртма тăрăшаççĕ. Март уйăхĕнче кăна çакнашкал 8 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен 4-шĕ упăшки арăмне хĕненипе çыхăннă. Ку тĕслĕхсем тăрăх пуринпе те уголовлă ĕç пуçарнă. 1967 çулта çуралнă, малтан судпа айăпланнă Шăмăршă çынни уçă юраттарса ют кил-çурта кĕрсе кайнă, унтан DVD-плеер, планшет тата 1200 тенкĕ укçа вăрласа тухнă. РФ УК-ĕн 158 статйин 3-мĕш пайĕн "А" пункчĕпе килĕшỹллĕн çак арçыннăн тулли явап тытма тивет. Мăшăрне хĕнесе асаплантарса пурăннă арçынна РФ УК-ĕн 117 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх, вĕлерессипе хăратнă çынна 119 статьян 1-мĕш пайĕ тăрăх ответ тыттарĕç. Саккуна пăснă фактсем айăплавсăр юлмаççĕ. Çакна пурин те асра тытмалла. 

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика