Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй парсам, ывăлна, Çĕр анне!

23 апреля 2014 г.

 Ырă шанăç хресчен чĕринче,

Пысăк тухăçшăн тухрĕ хире.

Ăнăçу çеç сунсам, çуркунне,

Вăй парсам, ывăлна, Çĕр-анне!

(Иван Салантай, "Васкатать хресчене çуркунне" сăвăран)

 Хресчен ывăлĕ пулнăранах пуль, çур акине эпĕ пысăк хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Иртнĕ эрнере хуçалăхсене те, фермерсем патне те темиçе хутчен шăнкăравларăм, "хире тухман-и? -  тесе интереслентĕм. Шăмат кун пур çĕрте те тенĕ пекех хĕрỹ ĕç пуçланнă. Тунти кун алла фотоаппарат тытса, кĕсьене блокнотпа ручка чиксе çĕр ĕçченĕсем патне васкарăм.

 1. ТĂРИ ЮРРИЛЛĔ УЙ-ХИРТЕ

"КОЛОС" ЗАОн тĕп агрономĕ Николай Воробьев ир-ирех агрегатсем патĕнче. Сỹрелеççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ, тырă акаççĕ пуянкассисем. Хĕвеллĕ кунăн кашни сехетне тухăçлă ĕçре ирттерессишĕн тăрăшаççĕ. - Сакăр çĕр гектар тулăпа виç çĕр гектар урпа акатпăр, _ пĕлтерчĕ тĕп агроном. - Вăрлăх çителĕклĕ, лайăх пахалăхлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ. Вăрлăха имçамласа, минерал удобренийĕпе усă курса çеç акатпăр. Николай Андреевич механизаторсене чунтан ырласа асăнчĕ: В.Богатнов, О.Андреев, Ю.Ишмуллин, П.Захаров, В.Федоров, В.Матвеев, А.Юманов, В.Тимошкин, В.Петров, А.Данилов тата ыттисем уй-хир ĕçĕсенче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. - Кунне 60 гектартан кая мар акатпăр, - терĕ манăн тахçанхи юлташăм, шкул пĕтернĕренпех тракторпа ĕçлекен Петр Захаров. - Çĕр час типет, хăвăртрах акса хăвармалла. Техника çĕмĕрĕлсе тарăхтармасан чунра та лайăх. Килнĕ-килнĕ Геннадий Макаров фермер хуçалăхне те çитсе куртăмăр. Ик çĕр гектар урпапа çĕр гектар тулă акма шутлать вăл. Н.Терентьев Т- 50 тракторпа çĕр хатĕрлет, А.Волков агрегачĕ урпа акатчĕ. Кĕркунне мĕн пур лаптăка сухаласа хăварнипе, ĕç те кал-кал пырать. Геннадий Николаевич та минерал удобренийĕсĕр пĕр гектар та акасшăн мар. "Çĕр çăкăрĕсĕр пысăк тухăç илеймĕпĕр", - çапла шутлать районти паллă фермер.

2. ВИÇПỸРТСЕМ КАЯ ЮЛАСШĂН МАР

 ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕ çумĕнчи ыраш уйĕнче мотор кĕрлевĕ таçтанах илтĕнет. А.Кузьмин механизатор кĕр тыррине минерал удобренийĕпе апатлантарать. Б.Санигаров, С.Поляков, Г.Харитонов, А.Кузьмин, В.Кузьмин, В.Афанасьев, С.Мулендеев агрегата удобренипе тивĕçтерсе тăраççĕ. Хăш-пĕр хушаматсем Виçпỹртри пек пулманнинчен ан тĕлĕнĕр: кỹршĕ Тутарстанри Куршанкă Шăхаль ялĕнчен пулăшма килнĕ. Хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче кашни çын хаклă, уйрăмах çамрăк арçынсем кирлĕ. В.Абсалямов ертỹçĕ кỹрше çитсе килме те ỹркенмен. Çапла пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çур аки те вăраха тăсăлмĕ. - Ыран тырă акма тухăпăр, - терĕ çĕр хатĕрленĕ çĕрте Т-150 тракторпа ĕçлекен В.Архипов механизатор.

3. ВИÇĔ АГРЕГАТПА

 "МИР" ЗАОра виçĕ агрегатпа урпа акаççĕ. М.Фахрутдинов, З.Фахрутдинов тата С.Матвеев - пысăк опытлă механизаторсем. Сỹрелесе нỹрĕк тытнă çĕрте М.Невметовпа Р.Фахрутдинов, çĕр хатĕрленĕ чухне Д.Невметовпа А.Матвеев тăрăшуллă. Икшер сеялкăллă AMAZONE агрегатсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Гектарсен шучĕ ỹссех пырать.

4. ТУТЛĂ АПАТ ВĂЙ ХУШАТЬ

 "ИСКРА" СХПК уйне çитсе чарăннă чух кăнтăр апачĕн вăхăчĕччĕ. Г.Хуснетдинова повар механизаторсене пăрçа яшкипе хăналать, какайне те шеллесе тăмасть. - Сирĕн ĕçĕр çăмăл мар, çавăнпа тăраничченех çийĕр, - ăшшăн кулса калаçать повар. В.Федоровпа В.Скворцов агрегачĕсем сĕлĕ акаççĕ. Володя - манпа тантăш çын, пĕр-пĕрне хĕрĕх çул паллатпăр. Скворцов çулла комбайнпа ĕçлет, çуркуннепе кĕркунне тырă акать. Пенсире пулин те, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ халăх ĕçĕнчен юлмасть. Р.Тарамасова та лайăх паллатăп. Ашшĕ - Рафаил абый - манăн тусчĕ. Ывăлĕ те ашшĕ пекех маттур çĕр ĕçченĕ. Вăл автомашина водителĕ те, тракторист та, комбайнер та. Кĕскен каласан, ылтăн алăллă çын. Патирексене ĕçре ăнăçу сунатпăр.

5. ФЕРМЕРСЕМ ПУÇ УСМАÇÇĔ

АНАТ ЧАТКАСРИ А.Юнкеров фермер çĕр улми лартакан агрегат туяннă та, питĕ савăнать. - Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" вăтăр гектартан кая мар лартса çитĕнтересшĕн, - терĕ Андрей. -  Вăрлăх çителĕклĕ, пысăк репродукциллĕ. Муркаш районĕнчи "Ударник" хуçалăхран туянтăм. Хĕрлĕ Васан паççулккинчи В.Павлов фермер та акана тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕнер вăл тулă акма пуçăнчĕ .

 И.САЛАНДАЕВ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика