Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕн янăрарĕ тутар юрри-кĕвви

23 апреля 2014 г.

Пирĕн районта Культура çулталăкне халалланă тĕрлĕ мероприятисем нумай иртеççĕ. Çак кунсенче акă Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕнче район уявĕ - Тутар культурин кунĕ иртрĕ. Тутарсен наци йăли-йĕркине, илемлĕ пултарулăхне упрасси, малалла аталантарасси, вĕсемпе ытти наци халăхĕсене паллаштарасси тата туслăха çирĕплетесси "Татар Моны" уявăн тĕп тĕллевĕ пулчĕ. Район уявне килнĕ ял çыннисем, хăнасем малтанах наци кĕпе-тумтирĕн, ал ĕç ăстисен , кĕнеке-журнал куравĕпе паллашрĕç, тутарсен кухнин апат-çимĕçне тутанчĕç. Бавырсак, чак-чак, кукăльсем, ытти çимĕçсем, сăмаварти техĕмлĕ чей пурне те килĕшрĕç. Мероприятие уçса, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ял поселенийĕн территорийĕнчи тутарсем, чăвашсем, вырăссем тата ирçесем яланах пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе пурăннине палăртрĕ. Район администрацийĕн представителĕ, ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.Федорова çак мероприятин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине асăнчĕ, уява йĕркелекенсене чĕререн тав турĕ, районти тутарсен статистикине илсе кăтартрĕ. Концерт программине Л.Альда çамрăк солистка тутар эстрада юррипе уçрĕ. Хăйĕн хитре сассипе Лия залра ларакансенчен кашнийĕн чĕрине тыткăнларĕ. С.Невметова, Г.Сатдинова, Л.Хамдеева, З.Сиразетдинова солисткăсене те лайăхпа палăртмалла. Асанкассинчен килнĕ Н.Багдеева, Милевшепе Гузелия Хайретдиновасем тата Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ те - ун йышĕнче Раилепе Гельчечек Емдихановасем, Г.Сейфутдиновапа З.Шарафутдинова юрлаççĕ -  тутарсен хитре юррисемпе савăнтарчĕç. Т.Долгова ертсе пыракан фольклор коллективĕ тутар тата чăваш юррисен "Хăнара" композицине кăтартни программăна илем кỹчĕ. Долговсемпе Макаровсен çемье ансамблĕ чăваш юррине, Г.Габитова, Людмилăпа Татьяна Долговасем, Л.Макарова вырăс юррине илемлĕ шăрантарчĕç. Палтиелĕнчи ташă ушкăнĕ тутар тата вырăс ташшисене ăста ташласа пачĕ. 4-мĕш класра вĕренекен И.Фахрутдинова тутар чĕлхипе сăвă ("Асанне") вуларĕ. Кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Кахăрлăран килнĕ Н.Салаховпа М.Аббазов солистсем концерта тутар эстрада юррисемпе илемлетрĕç. Çавăн пекех хăнасен "Кэкерле яшьлэре" ташă ансамблĕн тутар ташшисене те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. Программăна вĕçлесе концерта хутшăннисем пĕрле "Туган тел" ("Тăван сăмах") юрра мăнаçлăн юрларĕç. Вĕсене район администрацийĕн Тав çырă- вĕпе, ял тăрăхĕн администрацийĕн Грамотипе чысларĕç. Концерт программине Т.Долговапа Р.Емдиханова кашнийĕн кăмăлне каймалла ертсе пычĕç. Палтиелĕнчи Ф.Рахматуллов, Ф.Азизов, М.Атнагуллов тата М.Хамидуллов предпринимательсем мероприяти спонсорĕ пулчĕç. Тутарсен наци уявне йĕркелекенсем мероприятие интереслĕ те чылайлăха асра юлмалла тăвассишĕн нумай ĕçлени тỹрех курăнчĕ. Куншăн вĕсем, паллах, тав сăмахне тивĕçлĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика