Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмасть нихăçан Байконур

12 апреля 2014 г.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пире, Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене тата учительсене, коридорти радиоприемник умне пуçтарчĕç. ТАСС пĕлтерĕвне хыпарларĕ пире диктор. Калама кăна: тĕнче уçлăхне "Восток" космос карапĕпе космонавт вĕçсе хăпарнă! Вăл - пирĕн Тăван çĕр-шывăмăр çынни - Юрий Гагарин майор! Эпир куншăн питĕ савăнтăмăр, СССРăн космосри çитĕнĕвĕсемшĕн хăпартлантăмăр. Хам шăпах Юрий Алексеевич уçлăха çĕкленме старт илнĕ вырăна, Казахстанри Байконура çар службине каятăп тесе кам шутлама пултарнă малтан? Вăтам шкул пĕтерсен, 1961 çулхи ноябрь уйăхĕнче эпĕ призыв йĕркипе çар ретне тăтăм. Вĕренỹ курсне вĕçлесен Байконурти 70-мĕш старт площадкинче манăн служба биографийĕ пуçланчĕ. Эпĕ инçете вĕçме пултаракан (баллистические) ракетăсем патĕнче ĕçлекен подразделенире аслă электромеханик тивĕçне пурнăçлаттăм. Пире Аркалык хули çывăхĕнчи яваплă постра караул тăма та илсе каятчĕç (вăл Байконуртан 70- 80 çухрăмраччĕ пулас). Çав тавраша космонавтсем вĕçев вĕçленнĕ хыççăн анса ларатчĕç. Питĕ шел, пирĕн дежурствăсем вăхăтĕнче пĕринче те космонавт çĕре аннă тĕслĕх пулмарĕ. Йĕри-таврашра чечексем ешерекен хитре çеçен хирсем халĕ те куç умне тухса тăраççĕ. 1962 çулхи августра космоса вĕçсе килнĕ хыççăн, кĕркунне, пирĕн старт площадкине мухтавлă ентешĕмĕр А.Г.Николаев килчĕ. Унăн кителĕ çинче вĕр-çĕнĕ Совет Союзĕн Геройĕн Ылтăн медалĕ, Ленин орденĕ, "Летчик-космонавт СССР" знак йăлтăртататчĕç. Ун чухне вăл майор званийĕпе кăначчĕ-ха. Андриян Григорьевич пире хăйĕн космос вĕçевĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ, службăра ăнăçу сунчĕ. Ентешĕмĕр, космоса парăнтарнă çын, хăйне сăпайлăн тытни, салтаксемпе,офицерсемпе кăмăллăн калаçни пире савăнтарчĕ, тĕлĕнтерчĕ, пурне те унран тĕслĕх илме хистерĕ. Çар службинчен таврăнсан 4 çул иртнĕ хыççăн, 1968 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче, радиопа хурлăхлă хыпар илтрĕм: çар истребителĕпе тренировка вĕçевĕ ирттернĕ вăхăтра Гагаринпа Серегин полковниксем çĕр çине ỹксе сирпĕннĕ-мĕн.Кĕтмен хыпар пирĕншĕн пуриншĕн те, çĕр-шыври мĕн пур халăхсемшĕн пысăк хуйхă пулса тăчĕ, чун-чĕрене ыраттарчĕ. Космоса кайса килнĕ пĕрремĕш çын,Тăван çĕр-шывăмăра пĕтĕм тĕнче умĕнче пысăк чап кỹнĕ гражданин пурнăçран питĕ çамрăкла - 34 çултах уйрăлса кайни пуриншĕн те çав тери пысăк çухату пулчĕ. Пурăннă пулсан кăçал Ю.Гагарин 80 çул тултарнă пулĕччĕ. 1979 çулта, илемлĕ çу кунĕсенче, Васан шкулĕн ачисем, шкул директорĕ Х.Яковлев ертсе пынипе, Мускава экскурсие кайма хатĕрленни пирки илтрĕм. Харитон Константиновичпа калаçса пăхрăм та, шкул автобусĕнче пушă вырăнсем те пулассине пĕлтĕм, экскурсие пĕрле илме ыйтрăм. Директор килĕшрĕ. Кунта тỹрех çакна каласа хурам: манăн тĕллевĕм Мускав курасси марччĕ. Гагаринпа Серегин самолетпа ỹксе арканнă вырăна çитсе, çак паттăрсен палăкĕ умĕнче пуç тайма, чĕрĕ чечексем хума эпĕ тахçантанпах ĕмĕтленеттĕм. Манăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: шкул автобусĕпе Мускава кайнă чухне, тĕп хулана çитеспе, эпир çула май Гагаринпа Серегин вилнĕ вырăна кĕрсе тухрăмăр (вăл тĕп автоçултан ытлашши инçех мар). Эпир пурте автобусран тухса çак хурлăхлă вырăнпа паллашрăмăр, Гагаринпа Серегинăн çỹллĕ палăкĕ умĕнче пуç тайса чечек кăшăлне хутăмăр. Палăк умĕнче эпĕ шкул директорне Х.Яковлева тата хĕрарăмсене фотоаппаратпа ỹкерсе илтĕм. Ю.Гагарин тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 53 çул çитрĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕ пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уяв пулса тăрать. Тĕрлĕ çулсенче Байконурта служба тивĕçне пурнăçланă запасри салтаксемпе сержантсене, старшинасене Космонавтика кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. 

В.КУЗЬМИН, ĕç ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика