Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсем, экзаменсем…

12 апреля 2014 г.

"Российская газета" хаçатра Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин приказĕ пичетленсе тухнă. Унпа килĕшỹллĕн, тăххăрмĕшсен экзаменсем майăн 28-мĕшĕнче, 11-мĕш класран вĕренсе тухакан выпускниксен майăн 26-мĕшĕнче пуçланĕç. Майăн 28-мĕшĕнче тăххăрмĕшсем обществознани, хими, литература, информатика предмечĕсемпе экзамен тытма пултараççĕ. Майăн 31-мĕшĕнче математикăпа, июнĕн 3-мĕшĕнче географипе, историпе, биологипе, ют чĕлхепе тата физикăпа экзамен тытмалла. 11-мĕш класри выпускниксемшĕн ЕГЭ (патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ) майăн 26-мĕшĕнче - географипе тата литературăпа экзамен тытнинчен пуçланать. Майăн 29-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, июнĕн 2-мĕшĕнче ют чĕлхепе тата физикăпа, июнĕн 5-мĕшĕнче - математикăпа, июнĕн 9-мĕшĕнче - информатикăпа тата ИКТпа, биологипе, историпе, июнĕн 11-мĕшĕнче - обществознанипе тата химипе экзаменсем пулĕç. ЕГЭне тепĕр хут тытакансемпе иртнĕ çулсенчи выпускниксене майăн 8-мĕшĕнче тата июлĕн 16-мĕшĕнче ЕГЭ хуть те хăш предметпа та тытма ирĕк параççĕ. Экзаменсем ирхине 10 сехетре пуçланаççĕ. Математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзаменсем тăххăрмĕшсен те, вунпĕрмĕшсен те 3 сехет те 55 минутчен тăсăлĕç. Тăххăрмĕшсем экзамена хăйсемпе пĕрле орфографи словарĕ, линейка, программа лартман калькулятор, Менделеевăн периодика системине, тăварсемпе кислотасем мĕнле ирĕлнине кăтартакан таблица, кăранташ, географи атласĕ, художество произведенийĕсен тулли тексчĕсене, лирика сборникĕ илсе пыма пултараççĕ. Вунпĕрмĕшсене экзамена линейка, программа лартман калькулятор тата транспортир илсе пыма ирĕк параççĕ. 

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика