Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв, çул, çурт-йĕр…

12 апреля 2014 г.

 Апрелĕн 8-мĕшĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи инспекторĕ Г.Федоров Шăмăршăра граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Район çыннисене тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Акă пĕр гражданка инспектортан районти водопровод сетьĕсене çĕнетмешкĕн пулăшма ыйтнă. Пăрăхсем кивелсе çитнипе шыв пахалăхĕ питĕ япăх, район центрĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ ĕçмелли паха шыва лавккара туянаççĕ е кỹршĕ ялсене каяççĕ. "Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево" автомобиль çулĕн "Аниш" участокне тĕпрен юсасси те -  район çыннисене пăшăрхантаракан ыйту. Уйрăмах çак çулпа шкул ачисене автобуспа турттарма хăрушă: путăк çине путăк, лакăм çине лакăм. Ачасен ашшĕ-амăшĕ инспектортан çула юсамашкăн пулăшу пама ыйтнă. Çавăн пекех Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула реконструкцилесе çĕнетесси те ял çыннисене хумхантарать. Вĕсем çак обьекта республикăн 2015 çулхи инвестици программине кĕртме ыйтаççĕ. Фермерсене патшалăх çителĕксĕр пулăшни пăшăрхантарать. Кредитсене субсидиленĕ чух чăрмавсем пулаççĕ. Йышăну вăхăтĕнче "Çамрăк çемье" программа пирки те сăмах хускалнă. Район çыннисем çак программăпа пулăшу илекен çамрăк çемьен район территорийĕнче çеç çурт çавăрма е туянма юрать тесе шутлаççĕ. Пурнăçра вара пачах урăхла пулса тухать: хăшĕсем программăпа килĕшỹллĕн патшалăхран пулăшу илеççĕ те хулара хваттер туянаççĕ. Федераци инспекторĕ йышăнура çĕкленĕ ыйтусене пурне те шута илнĕ, тивĕçлĕ органсем пулăшнипе тĕрĕс татса пама шантарнă. Федераци инспекторĕ çав кунах Шăмăршăри "Юмах" ача садне çитсе курнă, кунта вăй хуракансене ĕç укçи мĕнле тỹленипе интересленнĕ. Йышăну итогĕсене инспектор район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Фадеевпа сỹтсе явнă, граждансене пулăшмалли майсене палăртнă. 

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика