Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре - отличниксем, обществăлла ĕçре - чи хастаррисем

05 апреля 2014 г.

05 апреля 2014 г.

 Вĕренỹри тата обществăлла ĕçсенчи хастарлăхшăн Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти виçĕ вĕренекен кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ку статьяра вĕсемпе паллаштаратпăр. Владимир Сергеев, 10 класра вĕренекенскер, шкулта 6 класран тытăнсах çамрăк армеецсен районти "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче отделени командирĕн тивĕçне пурнăçлать. Пирĕн отделенисем çуллен призлă вырăна тухаççĕ. Кунсăр пуçне Владимир шкулти КВН ("БЭТА") командине капитан пулса ертсе пырать. Çак команда районти КВН вăййисенче яланах çĕнтерỹçĕсен е призерсен шутне кĕрет. 2008 çулта "БЭТА" "КИВИН Чувашии" вăйăра та призер пулнă. В.Сергеев вара финалист пулса тăнă. Владимир яланах "5" паллăсемпе кăна вĕренет. Уйрăмах физика предмечĕпе кăсăкланать. Пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхин тата технологи олимпиадисенче муниципалитет тапхăрĕнче (2011-2012 ç.ç.) призерсен шутне кĕнĕ. Наци культурин районти мультимеди конкурсĕнче -  виççĕмĕш, "Çак тĕнче илемлĕ мĕнешкел" фестиваль-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Марат Валиев та вĕренỹре 1-мĕш класран тытăнсах "питĕ лайăх" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Вăл 11 класра пĕлỹ пухать. Биологи, хими, экологи, вырăс чĕлхи, истори, право, обществознани, акăлчан тата тутар чĕлхисен районти олимпиадисен çĕнтерỹçи тата призерĕ. Марат - Пĕтĕм Раççейри "Пирĕн кил -  çĕр" экологи викторинин (2013), регионсем хушшинчи ("Моя Россия") конкурс призерĕ, республикăри ăс-тăна аталантаракан вăйă ("Умники и умницы") çĕнтерỹçи. М.Валиев районти тĕрлĕ предметсен районти наукăпа практика конференцийĕсене те хастар хутшăнать. Марат "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ йĕркелекен конкурссенче те активлăх кăтартать. Кăçал вăл "Литературăллă пейзаж" республика конкурсĕн призерĕ пулса тăчĕ. М.Валиев баскетболла, шахмăтла выляма, кире пуканĕсем çĕклеме тата армспорта килĕштерет. Вăл шкулти, районти тата республикăри спорт мероприятийĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрать. Марина Сорокина 11 класра вĕренет. Вăл 1-мĕш класран тытăнсах пур предметпа та "5" паллăсем кăна илет. Пултаруллă хĕр - шкулти, районти, республикăри олимпиадăсен призерĕ. Илемлĕ литература вулама юратать. М.Сорокина - шкулти "Туслăх" ача-пăча республикин председателĕн çумĕ. Çак обществăлла организацин ĕç-хĕлне туллинрех те интереслĕрех тăвас тесе нумай тăрăшать вăл. "Туслăх" -  Пĕтĕм Раççейри ача-пăча экологи форумĕн ("Симĕс планета - 2011") республика тапхăрĕн çĕнтерỹçи, тăван тавралăха хỹтĕлессипе çыхăннă регионти акцисен активлă участникĕ. Çавăн пекех шкулти ача-пăча республики çуллен халăхсем хушшинчи "Тĕнчери творчество" арт-фестивале те хутшăнать. Марина ташлама та кăмăллать, ытти вĕренекенсемпе пĕрле концертсенче, фестивальсенче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл 1-6 классем хушшинче "Ритм" ташă ушкăнне йĕркелесе ячĕ. Çавăн пекех М.Сорокина шкулти ачасен "Бригантина"ĕç бригадине те ăнăçлă ертсе пырать. Бригада çу кунĕсенче лесничествăри çамрăк хырсемпе чăрăшсен посадкине çум курăкран тасатас ĕçре тăрăшать. "Бригантина" -  районти тата республикăри ĕç бригадисем хушшинче иртнĕ нумай конкурссен çĕнтерỹçи. Марина пĕчĕкрен спортпа туслă пурăнать. Спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçсе, шкул чысне хỹтĕлесе вăл темиçе хутчен те районти ăмăртусенче çĕнтерỹ çĕсен, республикăра призерсен йышне кĕнĕ. 

С.САНДРКИНА, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика