Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ывăлĕ

26 марта 2014 г.

 ХĔРĔХ çула яхăн паллатăп ăна. Çур аки вăхăтĕнче хирте юнашар ларса, хăвăртрах сивĕнтĕр тесе вĕре-вĕре пăрçа яшки çинĕ, трактор кабинине кĕрсе хаçат валли пĕчĕк интервью илнĕ (сакăр вуннăмĕш çулсенче район хаçачĕ хĕрỹ тапхăрта кашни кунах тухатчĕ те, корреспондентсем те кунĕ-кунĕпех хиртеччĕ), çу вĕçĕнче икĕ метр çỹллĕш куккурус вырнă чух пĕрле тăрса сăн ỹкерттернĕ... Çав ỹкерчĕксене упратăп-ха, - терĕ хальхинче тĕл пулнă чух Николай Георгиевич Сергеев - манăн тахçанхи юлташăм. "Нивушлĕ куккурус ун çỹллĕш ỹсет?" - тĕлĕнеççĕ çамрăксем. Хальхи куккурус мĕн вăл, "уй-хир пики" теес те килмест... Николай Георгиевичпа калаçса ларнă май унăн пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăрать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн _ 1946 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Палтиелĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ - Георгий Яковлевич - фронтра паттăррăн çапăçнă, Сталинград патĕнче йывăр аманнă. Хăйĕн ачисене те Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма воспитани парса ỹстернĕ. Амăшĕ -  Мария Осиповна та ачисене мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне явăçтарнă. _ Шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист пулас килетчĕ, - аса илет Н.Сергеев. - Ун чух механизатор ялта чи чаплă çын шутланатчĕ, хĕрсем те вĕсене юрататчĕç. Ялти шкулăн 8 классне пĕтерсен, Коля Шăмăршăри "Сельхозтехника" пĕрлешĕве çул тытать, кунти ятарлă курсра вĕренсе тракторист специальноçне илет. Пурнăçĕн- чи пĕрремĕш çур акине хăйĕн тăванĕпе -  Юрий Антонович Сергеевпа ДТ-54 тракторпа ĕçлесе ирттерет. Çавăн чух çырăнма пуçлать те ĕнтĕ Н.Сергеевăн ĕç биографийĕ. Унтанта 45 çул пĕр улшăнмасăр тракторпа ĕçленĕ вăл "Мир" хуçалăхра. Пĕрле тăрăшнисене - П.Актемова, М.Садертдинова, И.Азизова тата ыттисене ырăпа çеç аса илет. Лайăх ĕçленĕшĕн Николай Сергеева виçĕ хутчен çĕнĕ техника - МТЗ-50, МТЗ-80 тата МТЗ-82 тракторсем шанса параççĕ. Паллах, ертỹçĕсен шанăçне вăл яланах тỹрре кăларма тăрăшнă. -  Америка тракторĕпе çеç ĕçлесе кураймарăм, - пăшăрханнă пек калаçать Н.Сергеев. Унтан çапла хушса хучĕ: -  Нимĕç комбайнĕпе вара сакăр сезон ĕçлерĕм. Районта та мала тухаттăмччĕ. Ас тăватăп та, Николай Георгиевич тракторпа ĕçлесе те ултă хутчен "Çур аки паттăрĕ" ята çĕнсе илнĕччĕ, унăн сăнне районти Хисеп хăми çине ахальтен вырнаçтарман ĕнтĕ. Хастар ĕçшĕн - чыс та хисеп. Н.Сергеева икĕ хутчен "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знакпа, "Вуннăмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" паллăпа, çирĕме яхăн Хисеп грамотипе хавхалантарнă. 1991 çулта вара ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят пачĕç. Пилĕк ача - виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Николай Георгиевич хăйĕн мăшăрĕпе Ольга Михайловнапа пĕрле. Пиллĕкĕшне те пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ пурте çемьеллĕ те ача-пăчаллă. Пилĕк мăнук савăнăç парнелет, вĕсен йышĕ ỹссех пырĕ-ха. Хăйĕн пурнăçĕнче виçĕ çурт лартнă Николай Георгиевич. Пĕринче мăшăрĕпе иккĕшĕ пурăнаççĕ, ытти çурчĕсенче - ачисем. Тăван ялта чунтан тăрăшса ĕçлесе ырлăх-пурлăх пуçтарнă, ĕмĕрĕпех тирпейлĕ пурăннă. Çул шучĕ сахал мар пулин те, Сергеевсем килти хуçалăхра ĕнепе пăру, сурăхсем йышлă усраççĕ. Çăва тухсан хур-кăвакал çитĕнтереççĕ. Николай Георгиевич кивĕрех кăна трактора юсаса "чун кĕртнĕ": унпа çу каçах выльăх апачĕ хатĕрлет. Çакăн пек пурăнать манăн ĕçчен юлташăм, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, чăн-чăн çĕр ывăлĕ Николай Георгиевич Сергеев. Ăнăçу çеç сунар ăна!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика