Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа та, юнпа та – офицер

22 февраля 2014 г.

Районта эпир тĕрлĕ ĕç династийĕсене пĕлетпĕр. Патирекри Чумаровсен çемйи вара çар профессине суйласа илнĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем ĕмĕрĕпех сумлă çынсем пулнă. Вĕсен професси уявĕ умĕн хаçатра Чумаровсен çемйи пирки çырса кăтартма шутларăмăр.

Районта эпир тĕрлĕ ĕç династийĕсене пĕлетпĕр. Патирекри Чумаровсен çемйи вара çар профессине суйласа илнĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем ĕмĕрĕпех сумлă çынсем пулнă. Вĕсен професси уявĕ умĕн хаçатра Чумаровсен çемйи пирки çырса кăтартма шутларăмăр.

Династи пуÇаруÇи

Патирекри Р.Чумаров Палтиелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Хусанти авиаци заводĕнче ĕçлеме пуçланă. 1981 çулта Рамиса призыв йĕркипе çар службине илнĕ. Тутар йĕкĕчĕ салтак тивĕçне хамăр çарсен Германири ушкăнĕнче пурнăçланă. Пĕр çулталăка яхăн службăра тăнă çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕсене – çак йышра Рамис та пулнă – рота командирĕ хăйĕн канцелярине чĕнтерсе илнĕ, Хусанти аслă танк çар училищине вĕренме кайма сĕннĕ. Пилĕк салтак пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ.

– Пиртен виççĕшĕ экзаменсене йĕркеллĕ тытаймарĕ, – каласа парать Шăмăршăра пурăнакан Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕ Р.Чумаров. – Вĕсем каялла çар чаçне таврăнчĕç. Юлташăмпа иксĕмĕр курсант пулса тăтăмăр. Ку пире питĕ савăнтарчĕ.

Çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе Патирек йĕкĕчĕ пĕтĕм вăя хунă: вĕренÿре тăрăшуллă пулнă, спортра та хастарлăх кăтартнă. Икĕ курс пĕтерсе отпуска килсен Рамис тăван ялти илемлĕ те сăпайлă хĕрпе – Фирдарие Алиулловапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

1986 çулта лейтенант званийĕ илсен Р.Чумаров пирĕн çарсен Польшăри ушкăнĕ-нчи вĕренÿ полкĕнче взвод йышăннă. Хăйне шанса панă подразделенири салтаксем Т-80 танксене йĕркеллĕ тытса пыма пултаракан чăн-чăн механик-водительсем пулса тăччăр тесе нумай тăрăшнă çамрăк командир.

Виçĕ çултан полка Ленинград çар округне кĕрекен Выборг хулин çывăхне куçарсан Р.Чумаров аслă лейтенанта рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Рамис Мухамедовичăн служба яваплăхĕ пысăкланнă: подразделенире 160 салтакпа 6 офицер пулнă. Çирĕп характерлă тата пултаруллă офицер хăйĕн ротине пĕр çулталăкранах отличниксен йышне кĕртнĕ.

ĂÇта хушаÇÇĔ – Çавăнта

Çар çыннин шăпи çавнашкал: командовани ăçта хушать – çавăнта служба тивĕçне пурнăçламалла. 1991 çулта Рамиспа Фирдарие Чумаровсем хăйсен улттăри тата виççĕри ывăлĕсемпе пĕрле Новгород облаçĕнчи Валдай хулине тухса кайнă. Унти артиллери чаçĕнче Р.Чумаров капитан подразделенисене боеприпассемпе тивĕçтерекен службăра тăнă. 4 çултан майор полкри кадрсен службин начальникĕн должнăçĕнче ĕçлеме тытăннă.

1996 çулта Чумаровсен çемйи службăн çĕнĕ вырăнне – Удмуртири çар чаçне çул тытнă. Унта Рамис Мухамедович чаç штабĕн начальникĕн çумĕ, каярахпа штаб начальникĕ пулнă. Çак должнăçпа килĕшÿллĕн подполковник званийĕ илнĕ.

Ку чаçе çитсенех офицерăн мăшăрĕ те, Фирдарие Нурисламовна, çар служащийĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ должнăçсенче ĕçлесе вăл прапорщик званине, виççĕмĕш степень «Службăра палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ.

Çар службинче пурĕ 28 çул тăнă хыççăн, 2009 çулта Р.Чумаров подполковник запаса тухнă. Хăйĕн тивĕçне яланах таса чунпа тата пултаруллăн пурнăçланăшăн Рамис Мухамедовича виççĕмĕш, иккĕмĕш тата пĕрремĕш степень «Службăра палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă, Грамотăсемпе, парнесемпе чысланă.

Запаса тухнă хыççăн Чумаровсен çемйи Шăмăрша куçса килнĕ, çурт тунă.

Ывăлĕсем те – офицерсем

Служба ĕçĕ çăмăлах мар. Çар профессине суйласа илнĕ çын хăйĕн ирĕкĕпе пурăнаймасть. Приказра çырни уншăн – çирĕп саккун йĕрки. Талăкăн хуть те хăш сехетĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та çар çыннин служба тивĕçне пурнăçламалла.

Хăйсен ашшĕпе амăшĕн службинчи йывăрлăхсене курса ÿснĕ пулин те, Чумаровсен икĕ ывăлĕ те çар офицерĕсем пулма шутланă. Рамис Мухамедовичпа Фирдарие Нурисламовна хăйсен ачисене ачашласа ÿстермен, вĕсене пĕчĕкрен спортпа пиçĕхтернĕ, тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма вĕрентнĕ. Эдуардпа Ринат вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пынă.

Вĕсем иккĕшĕ те Пензăри çар артиллерипе инженери институтне пĕтерсе офицерсем пулса тăнă. Асли, Эдуард, Кострома облаçĕ-нчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Капитан. Ринат Марий Эл Республикинче служба тивĕçне пурнăçлать. Аслă лейтенант. Вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Çамрăк офицерсем служба тивĕçне хăйсен ашшĕпе амăшĕ пекех чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсене куншăн наградăсем парса хисепленĕ.

– Пирĕн хальлĕхе – виçĕ мăнук, – кăмăллăн пĕлтерчĕ запасри подполковник Р.Чумаров. – Вĕсенчен иккĕшĕ – арçын ачасем. Пирĕн çар династийĕ малалла тăсăласса çирĕп шанатăп.

И.МЕДВЕДЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика