23 января 2014 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн пек ачасем иртен пуçласа каçченех колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Вĕсен хушшинче – Патирекри манăн мăн кукаçи Владимир Авксентьев.
Вăрçă пуçланнă чухне мăн кукаçи вун иккĕри ача пулнă. Унăн ашшĕ, Никандр Митрофанович, «Искра» колхозра утарçăра ĕçленĕ. Вăл хăйĕн ывăлне те хурт-хăмăр ĕçне хăнăхтарса пынă, Владимир унăн шанчăклă пулăшу&¸и пулнă. Ытти арçынсемпе пĕрле Никандр Авксентьев вăрçа тухса кайсан ывăлĕ унран утарçă ĕçне йышăнса юлнă.
Мăн кукаçи ача кăна пулсан та, утарçăра ăсталăхпа ĕçленĕ. Колхоз патшалăха пыл памалли плана тултарса пынă.
Хĕл кунĕсенче Владимир Авксентьев ял çыннисемпе пĕрле Кÿчек паççулккин таврашне вăрман касма кайнă. Унта ачасен те аслисемпе тан ĕçлеме тивнĕ: ал пăчкипе йывăç каснă, лаша кÿлсе юхан шыв хĕррине пĕренесем турттарнă, çуркунне вĕсене шыв тăрăх юхтарса палăртнă вырăна çитернĕ.
– Вăрманта кун-каçа юр ашса ĕçлесе тум-тир йĕпенетчĕ, – каласа парать мăн кукаçи. – Ăна каçхине баракра каланкка умĕнче типĕтеттĕмĕр. Çимелли сахал пулнă – ир-каç çăнăх шÿрпи çинипех çырлахма тивнĕ. Кăнтăрла вăрманта хурана юр ярса ирĕлтерсе, типĕтнĕ курăк хушса чей вĕретнĕ. Вут çинче ăшăтнă пашалăва сахăрсăр чейпе сыпса çинĕ. Выçăллă-тутăллă ĕçлесен те шăла çыртса чăтнă. Пĕрлех хамăр фронтшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçленĕшĕн мăнаçланнă та.
Пĕррехинче, вăрманти ĕç сезонĕ хыççăн, çăпата пĕтĕмпех çĕтĕлсе пĕтнĕ май, çара уран çурхи пылчăка çăрса киле таврăннине те каласа пачĕ мăн кукаçи. Кун хыççăн тÿрех хурт-хăмăрсезонне пуçăннă вăл.
Аслă Çĕнтерÿ хыççăн тылра хастар ĕçленĕ ял çыннисене медаль парса чысланă. Колхозăн пĕчĕк ĕçченĕсене – Василий Паймеева, Геннадий Калашникова, Владимир Авксентьева тата ыттисене те «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн мăн кукаçи утартах ĕçленĕ. 1950 çулхи кĕркунне ăна çар службине илнĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă Патирек йĕкĕчĕ. Салтакра 3 çул çурă пулнă хыççăн киле таврăнсан, 1955-2003 çулсенче, тăван колхозра кладовщикра вăй хунă. Яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Владимир Авксентьева «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă.
Владимир Никандровичăн мăшăрĕ те, Валентина Дмитриевна, пенсие тухиччен колхозра тăрăшнă. Мăн кукамая та «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Вăл та тыл ĕçченĕ.
Авксентьевсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юрий хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать, «Хлебозавод "2» ОООра тĕп специалистра вăй хурать. Зоя Ульяновскра тĕпленнĕ, вăл – шкул директорĕн çумĕ. Татьяна çемьеллĕ, Шăмăршăра предпринимательте тăрăшать. Николай Патирекрех, тĕп килте пурăнать. Вăл тата унăн мăшăрĕ Татьяна хисеплĕ ветерансене канлĕ ватлăх условийĕсем туса пама тăрăшаççĕ. Мăн кукаçипе мăн кукамай хăйсен ывăлĕпе кинне вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшаççĕ.
Çак кунсенче мăн кукаçи, Владимир Никандрович Авксентьев, хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, сакăр мăнукĕ тата тăватă кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕсем пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса ăшă сăмахсем каларĕç.
А.Федотова, Шăмăршăри вăтам шкулта 8 «а» класра вĕренекен.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"