Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пулăмсем савăнтараççĕ

13 января 2014 г.

Пирĕншĕн, пенсионерсемшĕн, çулталăк йĕркеллех иртсе кайрĕ темелле. Пенси укçисене, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятшăн тивĕçекен тĕрлĕ çăмăллăхсене вăхăтра, графикпа килĕшÿллĕн илсе тăтăмăр. Ăнсăртран чирлесе ÿксен сиплев учрежденийĕсенче медицина ĕçченĕсем хамăра яланах кăмăллăн кĕтсе илни, вĕсем пирĕн ыратăва май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшни, ăшшăн калаçни те пирĕн чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетсе тăчĕ. Çак ырă пулăмсем пирĕншĕн – чи кирлисем.

Тивĕçлĕ канăва кайичченех хамăр ĕçленĕ учрежденире е предприяти-организацире пире манманни, уявсем вăхăтĕнче чыслама тăрăшни, çамрăксем ырă канаш ыйтни те савăнтарать.

Районти пенсионерсене Çĕнĕ çул ячĕпе чĕререн тухакан сăмахсемпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. 2014 çулта сире ывăлăрсемпе хĕрĕрсем, мăнукăрсем, вĕсен ачисем, тăванăрсем, йĕри-таврашри çынсем савăнăç кăна кÿрсе тăччăр.

Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, районти ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика