27 ноября 2013 г.
Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулта, асăрхаттару правилисене аса илсе, Пĕтĕм тĕнчери аварисенче вилнисене асăнса халалланă акци иртнĕ.
2005 çулта октябрĕн 26-мĕшĕнче организацисен пĕрлешÿ нацийĕсен Генеральнăй Ассамблеи хăйĕн Резолюцийĕнче çакна çирĕплетсе хăварнă. Çĕр-шывра Пĕтĕм тĕнчери çул-йĕрсем çинчи аварисенче вилнисене асăнмалли кун тесе палăртнă. Ăна ноябрĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче ирттерме йышăннă. Аварисенче вилекенсем тата сусăрланакансем ан пулччĕр тесе тăрăшасси, çавăн пекех çуран çÿрекенсен тимлĕ-хне ÿстересси – акцин тĕп тĕллевĕ. Кăçал çак кун ноябрĕн 17-мĕшне тÿр килнĕ.
Çак акци тăрăх шкулсенче профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Г.Валиева шкул библиотекарĕ 1-4 мĕш классем валли, çул-йĕр правилисен кĕнекине усă курса тематика тишкерĕвне йĕркеленĕ. Л.Стратилатова класс ертÿçи 9 классемпе «Çул-йĕр знакĕ – эпир, çуран çÿрекенсем» блиц-турнирне ирттернĕ. Ачасем турнир ыйтăвĕсем çине хуравланă май, знаксен пĕлтерĕшне тата правилисене пĕлнине пĕтĕмпех кăтартса панă. Блиц-турнирта пуринчен нумайрах бал пухса К.Петрова чи вăйли пулни палăрнă.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче 11 класра «ДТПра вилнĕ» темăпа калаçу сехечĕ иртнĕ. Республика территорийĕнче кашни çулах икĕ пине яхăн авари пулни паллă. Çак шутра, виç çĕре яхăн вилнисем тата икĕ пине яхăн сусăрланнă çынсем. Аварисенче вилекенсенчен 40 проценчĕ – 25 çула çитнĕ çамрăксем. Ку кăтарту питĕ пысăк, питĕ хăрушă! Вĕренекенсем çул-йĕр правилисене тачă пăхăнатпăр тесе пĕтĕмлетсе хăварнă. Кун пирки пирĕн манас марччĕ.
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче 4 класра «Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем» темăпа та класс сехечĕ ирттернĕ. Урок пуçламăшĕнче ачасем хăйсен пĕлĕвне çирĕплетнĕ, унтан командăсем тĕрлĕ вăйăсемпе викторинăра тупăшнă. «Очень много разных знаков – их обязан каждый знать, на дороге чтобы правил никогда не нарушать!» – çак сăвă йĕркисемпе 3 класс вĕренекенĕ М.Савельев вилнисене халалланă класс сехетне уçнă.
«Вĕренетпĕр, вулатпăр, асра тытатпăр» электронлă презентаципе те вĕренекенсене паллаштарнă. Унта ачасем уяр çанталăкра кăна мар, юрлă-çумăрлă чухне те çул урлă тĕрĕс, правилăсене пăхăнса каçмалли пирки пĕлнĕ, Светофор Светофорыч сигналĕсем çинче те чарăнса тăнă. Мероприятие вĕçленĕ май, вĕренекенсен командисем юраман тата асăрхаттаракан знакĕсене сăнарлă ÿкерсе çирĕплетнĕ. Çул çинчи аварисене чакарасси, тимлĕхе ÿстересси, водительсемпе çуран çÿрекенсен дисциплинине пăхăнса пырасси – пирĕн тĕп задача.
С.САНДРКИНА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"