Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ юрларĕç, килĕшÿллĕ ташларĕç

23 ноября 2013 г.

Пĕчĕккисен шоу-программине йĕркелесси районта йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.

Çак конкурс шкул умĕнхи ÿсĕмри ачасем хушшинче чи пултаруллисене тупса палăртса, вĕсен творчествине малалла аталантарас, районти мероприятисене хутшăнма хăнăхтарас, эстетика воспитанийĕ парас тĕллевпе ирттереççĕ.

Пĕчĕккисем çак каç залра ларакансене илемлĕ йăл-кулăллă хĕр пĕрчисем кулнине кăна мар, музыка туйăмĕллĕ тата пултаруллă воспитанницăсем йышне кĕнине те çирĕплетрĕç. Ашшĕсемпе амăшĕ-сем, тăванĕсем, кÿршисем, шоу-программа курма килнисем вĕсене конкурсăн кашни тапхăрĕнчех хыттăн алă çупса хавхалантарса пычĕç.

Конкурсанткăсем çăмăл мар тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Пĕрремĕш конкурсра («Визит карточки») вĕсем хăйсем çинчен, çемье пирки каласа пачĕç, мĕнпе интересленнине асăнчĕç. Иккĕмĕш конкурсра, килти задани пурнăçласа, хĕр пĕрчийĕсем илемлĕх мелĕсемпе усă курса хăйсен юратнă тетти- пуканийĕпе паллаштарчĕç. Музыка конкурсĕнче вара вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç. Хĕр пĕрчисем хальхи эстрада, чăваш, тутар, вырăс халăх юррисене питĕ илемлĕн шăрантарчĕç, килĕшÿллĕ ташларĕç.

Жюри пĕчĕккисен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисем тăрăх пăхса хакларĕ. Тĕрлĕ номинацисенче «Аленушка» ача садĕнчи Кристина Елова, Елена Бадеева, Мария Ильичева, «Ромашка» ача садĕнчи Александра Смирнова, Софья Ивашина, Виктория Попова, Палтиел ял тăрăхĕнчи Аксинья Долгова палăрчĕç, призсене тивĕçрĕç. «Мисс Шемуршиночка – 2013» коронине «Ромашка» ача сачĕн воспитанници Влада Фролова çĕнсе илчĕ.

Шоу-программăра Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнчи хор (илемлĕх ертÿçи Татьяна Яковлева) тата Валерия Хафизова, Юлиана Михайлова тата Варя Цыганова солисткăсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

А. Петрова, районти организаципе методика центрĕн ертÿçи. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика