02 ноября 2013 г.
Кăçал та вăл, иртнĕ юн кун – нумай çыншăн асра юлмалла иртрĕ. Çанталăкĕ та хăйĕн ăшă куллипе савăнтарчĕ.
Кĕр! те кĕр! кĕрлерĕ халăх ярмăрккăра.
Паллах, унта хуçалăхсем, фермерсем, предпринимательсем халăха хăйсен паха продукцийĕсене, тыр-пулă, утă-улăм, сĕт, аш-какай, пыл, пахча çимĕç, тислĕк, купăста туянма сĕнчĕç.
Сăмахран, «Мир» акционерсен хупă обществи тислĕк (пĕр телешкине – 3 пин тенкĕпе), «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ тулă (пĕр килограмне – 7 тенкĕпе) сутрĕ. «Шанс» сахал яваплă общество та тыр-пул сутма тухнă: тулă (пĕр килограмне – çичĕ тенкĕ çурăпа), урпа (7 тенкĕпе), сĕлĕ (6 тенкĕпе).
«Хамдеев Р.Д.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара халăха Голланди вăрлăхĕнчен ÿстерсе çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе илĕртрĕ (пĕр килограмм купăстана 7 тенкĕпе сутрĕ).
«Исток» сахал яваплă обществăн тутлă сĕтне пĕр литрне 20 тенкĕпе илме май пулчĕ.
«Валиуллов Х.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ 25 килограмлă отруби миххине 140 тенкĕпе, чи пахалăхлă сортлă çăнăха пĕр миххине – 750 тенкĕпе, сахăр песукĕн пĕр миххине 1300 тенкĕпе туянма сĕнчĕ.
Çак ярмăрккăпа пурте кăмăллă юлчĕç.
Л.ГОРДЕЕВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"