05 октября 2013 г.
Палтиелĕнчи вăтам шкулта вăй хуракан С.Хакимова – районти историпе обществознани учителĕсенчен чи опытлисенчен пĕри. Сания Касимовнăн пĕтĕмĕшле педагог стажĕ – 28 çул. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕр улшăнми 26 çул вăй хурать.
С.Хакимова кашни урока тĕплĕн хатĕрленет. Унсăрăн епле-ха; Учительница вăл е ку темăпа урок парас умĕн хаçат-журналти статьясене, Интернетри материалсене те тишкерсе тухать. Хальхи вĕрентÿ ĕçĕнчи инноваци технологийĕсене унчченхи методикăпа пĕрлештерсе ачасемшĕн питĕ кăсăклă уроксем йĕркелет Сания Касимовна.
Кашни вĕренекене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрни, педагог ĕçне юратса пурнăçлани, хальхи вĕрентÿ технологийĕсемпе вырăнлă усă курни лайăх кăтартусемпе таврăнать. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан ачасен йышĕ иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 85 процентпа танлашнă.
С.Хакимован вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче историпе тата обществознанипе лайăх пĕлÿпе палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕреççĕ. Вĕсем республикăри олимпиадăсене те хутшăнма тивĕçлĕ пулаççĕ. Юлашки 3 çулта кăна учительница районти олимпиадăсен 3 çĕнтерÿçипе 7 призерне хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне 3 вĕренекен районти наукăпа практика конференцийĕн «Истори» секцийĕнче призерсем пулса тăнă.
Сания Касимовна кашни вĕренекенĕн пултарулăхĕпе интересне тĕпе хурса ĕçлет. Талантлă ачасемпе хушма занятисем йĕркелет. Кунсăр пуçне, вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменне (ЕГЭ) кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илччĕр тесе, заданисен банкне те йĕркеленĕ.
С.Хакимова ертсе пынипе шкулта вĕренекенсем кадет класĕсен республикăри конкурсĕсенче те çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. 2010 çулта унăн вĕренекенĕ сочиненисен республикăри радиоконкурсĕнче («Судьба человека») призлă вырăна тухнă. Тепĕр вĕренекен çамрăк тĕпчевçĕсен регионсем хушшинчи конференцийĕнче «Истори» секцийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
2011 çулта Сания Касимовна районти учительсен конкурсĕнче («Самый классный классный») призлă вырăна тухнă.
Учительница хăйĕнче те, вĕренекенсенчен те çирĕп ыйтать. Учитель кунĕ тĕлне «Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» знакпа чыслани ăна малалла та професси ăсталăхĕпе ĕçлеме хавхалану кÿчĕ.
С.САНДРКИНА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"